Комисси бюджета пуянлатассипе тимлет

Категория: Публикации Опубликовано: 06.06.2023, 12:02 Просмотров: 509

ПАТĂРЬЕЛ муниципалитет округĕн администрацийĕ çумĕнчи ведомствăсем хушшинчи комисси тăтăшах вырăна тухса ларусем ирттерет. 2022 çулта та территори пайĕсенче тĕрлĕрен налука тỹлемен парăмçăсемпе куçа-куçăн тĕл пулас тĕллевпе 21 лару йĕркеленĕ, вĕсенчен округ бюджетне парăмçăсенчен 1,4 миллион тенкĕ укçа кĕртнĕ. Ку тĕлĕшпе Шăнкăртам территори пайĕнче тĕрлĕрен налука вăхăтра тỹлеменнисем нумай. Хăшĕ-пĕри ялсен хăтлăхĕ, малашлăхĕ, ĕç укçине вăхăтра илесси тата ытти те эпир налуксемпе вăхăтра татăлнинчен, бюджет пуянлăхĕнчен килнине шута илмест, чăнах та темиçешер пин парăма кĕрсе каять. Акă, çак кунсенче çеç комисси членĕсем каллех Шăнкăртам территори пайĕнче вырăна тухса лару йĕркеленĕ, парăмçăсенчен 74,8 пин тенкĕ укçана бюджета кĕртнĕ.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика