Юрий Прискин ячĕпе_ăмăрту

Категория: Публикации Опубликовано: 06.06.2023, 11:57 Просмотров: 541

Сител халăхĕн мĕн авалтан маттур та пултаруллă, ялшăн тăрăшакан хастарсене яланах асра тытса хисеплес ырă йăла пур. Акă Çимĕк кунĕнче ял çыннисем клуб умĕнчи лапама йышлăн пухăнчĕç. Кунта темиçе хутчен те депутат пулнă Юрий Павлович Прискина асăнса волейбол турнирĕ иртрĕ. Ҫулсерен иртекен ăмăрту ентешĕмĕрĕн çывăх çыннисем, юлташĕсем, пĕлĕшĕсем тăрăшнипе йĕркеленсе пырать.

Спортсменсем 5 ушкăна пайланса тупăшрĕç. «Сидели -1» командăна çитекенни пулмарĕ. Пьедесталăн иккĕмĕш картлашки çине «Сидели - 2» ушкăн хăпарма пултарчĕ. Виççĕмĕшсем – «Сидели - 3» ушкăн. «Чи маттур та пултаруллă вылякан» ята вара Александр Мирошников  тивĕçрĕ. Çĕнтерÿçĕсене сумлă парнесемпе хавхалантарчĕç.

Ăмăртăва пухăннисене Первомайски территори уйрăмĕн ертÿçи Анатолий Сорокинпа Патӑрьел муниципалитет округӗн депутачӗ Александр Иванов саламларĕç, ырă йăлана малашне те тытса пымаллине каларĕҫ. Ял хастарĕ Юрий Степанов та пурне те яланах паянхи пек пĕр чăмăрта пурăнма, çак туслăха çирĕплетсе пыма ăнăçусем сунчĕ.

Юлашкинчен турнира хутшăннисем шÿрпепе сăйланчĕç, тепĕр çул та турнира хутшăнассине пĕлтерчĕç.

Ирина Лякова

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика