Награда хуçи патне çитрĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 03.06.2023, 21:50 Просмотров: 565

Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи 2022 çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетỹ тунă чухне "Професси тĕлĕшĕнчен чи лайăххи" конкурсра "Чи ăста спортсмен" номинацире Ранис Кардонова çĕнтерỹçĕ тесе палăртнăччĕ. Анчах спорт мастерĕн кандидачĕ, тĕнче чемпионачĕн пăхăр призерĕ, корэш енĕпе 2022 çулхи Раççей Кубокĕн хуçи вăл вăхăтра ятарлă çар операцине хутшăннă май чыслава тивĕçейменччĕ. Çак кунсенче вара Шăнкăртам каччи кĕске вăхăтлăха канма килнĕ. Шăпах çак майпа усă курса Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Раниса малашне те спортри çитĕнĕвĕсене ỹстерсе пыма хавхалану тата хăвăртрах сывă та тĕрĕс-тĕкел çĕнтерỹпе таврăнма сунса наградăна хуçи патне çитерчĕ.

Александр ИВАНОВ

Архив материалов

Октябрь 2023
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика