Çирĕп тупа кадетсене чыса çỹлте тытма пулăшĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 03.06.2023, 21:44 Просмотров: 585

 ÇАК кунсенче Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 1б тата 5б классенче вĕренекенсемшĕн хăйне евĕр уяв пулнă. Вĕсем Шупашкарти "Чебоксары" хурал карапĕ умĕнче йĕркеленĕ мероприятинче хăйсен наставникĕсем умĕнче кадетсем пулма тупа тунă. Çакă кадет класĕнчи çамрăк пограничниксемшĕн асра юлмалли кун пулса юлĕ. Ачасене Патăрьел муниципалитет округĕнчи пограничниксен обществин ертỹçи Анатолий Быков саламланă, сумлă ята чыслăн упрама, вĕренỹре, спортра, общество пурнăçĕнче ыттисемшĕн ырă тĕслĕхлĕ пулма ырă суннă. Ун хыççăн Николай Тинюков, Михаил Харитонов ветеран-пограничниксем хурал карапĕ çинче кадетсене удостоверени, пакунсемпе беретсем парса чыс тунă.

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика