Операци парăмçăсемпе çыхăннă

Категория: Публикации Опубликовано: 03.06.2023, 21:44 Просмотров: 596

МАЙĂН 29-31-мĕшĕсенче РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕнче "Должник" оперативлă профилактика мероприятийĕ иртнĕ. Йĕрке хуралĕнчи операци РФ КоАПăн административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан саккунăн 20.25 статйине пăхăнман парăмçăсене айăплассипе çыхăннă. Сăмах май каласан, 2023 çулта ГИБДД тĕлĕшпе панă айăплавсене шута илмесĕр административлă право йĕркине пăхăнман 490 тĕслĕхе шута илнĕ. Аса илтеретпĕр, административлă штрафа вăхăтра тỹлеменнисен саккунпа килĕшỹллĕн ăна икĕ хут ытларах тỹлемелле пулать, çавăн пекех 15 талăка арестлеме тата 50 сехетлĕхе обязательнăй майпа ĕçлеттерме те пултараççĕ. РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕнчи участокри уполномоченнăйсен начальникĕ Ильдус Козлов хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, маларах асăннă тапхăрта йĕркене пăхăнман 42 çынна РФ КоАПăн 20.25 статйин 1 пайĕпе айăпланă.

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика