Сумлă юбилейсемпе сунатпăр канлĕ ватлăх...

Категория: Публикации Опубликовано: 30.05.2023, 20:10 Просмотров: 126

ÇУЛЛАХИ тапхăрăн пĕрремĕш уйăхĕнче Патăрьел муниципалитет округĕнче пурăнакан хисеплĕ тăхăр ватă хăйĕн сумлă юбилейне паллă тăвать. Тутар Сăкăтĕнчи Фатема Айзатуллова, Ишлĕри Петр Васильев, Патăрьелĕнчи Зинаида Воробьева, Аслă Чементи Мария Иванова, Кивĕ Катекри Анастасия Куданова, Сăкăтри Клавдия Скрипкина, Вăтаелĕнчи Раиса Соснова июньте вуннăмĕш теçетке çула ярса пусаççĕ. Ырă йăла-йĕркепе хисеплĕ ватăсене 90 çул тултарнă ятпа тăван-пĕтенĕсĕр пуçне территори пайĕсен представителĕсем те чыслăн саламлĕç, пурне те сывлăх, канлĕ ватлăх сунĕç, пархатарлă ĕçшĕн тав тăвĕç.

Вăтаелĕнчи Мария Перепелкинăпа Первомайскинчи Зинаида Соколовăн та çак уйăхрах паллă менельник. Ĕç ветеранĕсем 95 çул тултараççĕ.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика