Библиотекăна çул такăр пултăр

Категория: Публикации Опубликовано: 30.05.2023, 20:02 Просмотров: 57

Патăрьел муниципалитет округĕн централизациленĕ библиотекинче "Паян ĕçтешĕмĕрсен уяв - Библиотекăсен кунĕ!" мероприяти иртнĕ.

Ăна Раççейри Библиотекăсен кунне халалланă. Унта Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ, администрацин финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова, культура, туризм тата информаци тивĕçтерĕвĕн пайĕн начальникĕ Наталия Никитина, ялсенчи библиотека ĕçченĕсем тата çак ĕçĕн ветеранĕсем хутшăннă.

Професси уявĕпе саламланă май Светлана Чернова ку чухнехи библиотека вулакансене хавхалану кỹмелли тата ăсталăха аталантармалли вырăн пулнине палăртнă. Вулавăш нумай функциллĕ социаллă культура центрĕ пулса тăчĕ. Вулакан паян библиотекăна кĕнеке илме çеç пымасть, курса калаçма та, хăйĕн пултарулăхне кăтартма та, канăвне йĕркелеме те, информаци илме те.

Çавăн пекех культура, туризм тата информаци тивĕçтерĕвĕн пайĕн начальникĕ Наталия Никитина, централизациленĕ библиотека системин директорĕ Алевтина Овчинникова та саламланă пухăннисене.

Патăрьел муниципалитет округĕн профсоюзĕн координаци канашĕн председателĕ Нина Мазякова тата библиотека ĕçченĕсен профком председателĕн çумĕ Ирина Гаврилова сăмах илнĕ. Хăнасем профессие парăннисем пирки нумай ăшă сăмах каланă. Ольга Кутузова библиотекарь вара юрă шăрантарнă.

Юлашкинчен чыслав пулнă.

Информаци технологийĕн ĕмĕрĕнче кашни çын алла кĕнеке тытма май туптăрах. Вулавăш çỹлĕкĕсем çĕнĕ кĕнекесемпе пуянланса пыччăр. Унта яланах каяс килсе тăтăр.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика