Хастарлăхпа пултарулăх - çамрăк хĕрарăмăн илемлĕх палли

Категория: Публикации Опубликовано: 30.05.2023, 20:01 Просмотров: 84

Патăрьелĕнчи централизациленĕ библиотекăра "чун апачĕпе" киленекенсем е унта йĕркелекен мероприятие хутшăнакансем çак чиперккене сăнамасăр пултарайман. Тĕп вулавăшăн информаци центрĕн заведующийĕ Ольга Моисеева çамрăк пулнине пăхмасăрах коллективра çеç мар, обществăра та, муниципалитет округĕнче те хисеп çĕнсе илме пултарчĕ. Хастарлăхпа пултарулăх, яланах çĕнни патне ăнтăлни, çынсене алă тăсса пулăшма тăрăшни тата ытти ырă ен Ольга Вячеславовнăна тата илемлетеççĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине иккĕмĕш хут тивĕçнĕ ача амăшĕ Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи çамрăксемшĕн чăннипех те пархатарлă тĕслĕх.

- Ĕçри опытăм пуянланса пынăçемĕн профессие тĕрĕс суйласа илнине шухăшăмпа темиçе те пĕтĕмлетнĕ. Чăваш патшалăх культура институтĕнче аслă пĕлỹ илнĕ хыççăн яланах чуна çывăх ĕçе вырнаçма ĕмĕтленеттĕм. Мухтав Турра, ку таранччен юратнă ĕçрен киленỹ çеç илетĕп. Ĕç кĕнекине Патăрьелĕнчи централизациленĕ клуб системинче çырма пуçларăм. 2017 çулхи сентябрьтенпе вара тĕп вулавăшра хамăн пултарулăхăмпа хавхаланса тăрăшатăп,- калаçăва пуçларĕ Ольга Моисеева.

Лаша пуласси тихаран, çын пуласси ачаранах паллă тенĕ ваттисем. Ольăшăн пĕчĕк чухнех ют çынсемпе пĕр чĕлхе тупса калаçасси, тантăшсемпе мĕнле те пулин вăйă е кăсăклă ĕç йĕркелесси йывăрлăх пулман. Паян та пурнăç илемĕпе хавхаланса пурăнма, хастарлăхне ỹстерсе пыма пĕлет. Пуçаруллă, тỹрĕ чунлă, хăй ĕçне лайăх пĕлекен, анлă тавра курăмлă специалист хальхи вăхăтра çĕнĕ ĕç меслечĕсене алла илсе унпа тухăçлă усă курать: социаллă тетел урлă вулаканпа онлай-конкурссем, челленджсем, тренингсем, библиоквестсем, интеллектуаллă шоусем тата ыттине те ирттерет. Вăл йĕркелекен мероприятисене аслисем те, çамрăксем те хаваспах хутшăнаçççĕ. Унсăр пуçне Ольга Вячеславовна общество пурнăçне те хастар хутшăнать, тĕрлĕрен видеороликсем ăсталама кăмăллать.

Тĕп вулавăшра вăл ертсе пынипе çул çитмен ачасем валли йĕркеленĕ клуб ăнăçлă ĕçлесе пырать. Унăн пуçарăвĕпех ĕçлесе кайнă çамрăк çемьесен клубĕн хастарĕсем муниципалитет округĕнче çеç мар, республикăри конкурссене хутшăнни те кăмăллă. Çавра сĕтел тавра вĕсем çамрăк çемьесене пăшăрхантаракан тĕрлĕ ыйтăва сỹтсе яваççĕ, ачисемпе пĕрлех мастер-классем ирттереççĕ тата ытти те.

Патăрьелĕнчи централизациленĕ библиотекăрах Пĕтĕм Раççейри "Ырă хупă" тата "Пушкин картти" проектсем старт илсе ăнăçлă ĕçлесе пынинче те Ольга Моисееван тỹпи пысăк. Хальхи вăхăтра та вĕсене информаци центрĕн заведующийĕ пысăк хастарлăхпа ертсе пырать. "БиблиоАННЕ", Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи паллă писательсемпе, поэтсемпе паллаштаракан "Литературные тропы Батыревского муниципального округа" проектсен авторĕ те вăлах. Унсăр пуçне хăй те Раççей, регион шайĕнчи акцисемпе конкурссене сахал мар хутшăнать: "Читаем детям о войне", "Чеховские волонтеры или дети читают детям", "Ухожу я в мир природы", "День чтения вслух" тата ытти те.

2021 çулта Ольга Моисеева библиотека ĕçченĕсен професси ăсталăхĕпе çыхăннă Раççейри конкурса хутшăнса иккĕмĕш вырăн йышăнни вара специалист хăйĕн ĕçне чун-чĕререн кăмăлласа пурнăçланине тепĕр хут çирĕплетсе парать.

Паян Ольга Вячеславовна хастарлăхне чылай çĕрте асăрхама пулать. Вăл округри Ашшĕсен канашĕпе, Хĕрарăмсен пĕрлĕхĕпе, шкулсемпе, агропромышленность техникумĕпе тачă çыхăнса ĕçлени унăн творчество ăсталăхне, пултарулăхне малалла туптама çеç пулăшать. Хастар волонтер муниципалитет округĕн тĕп больницин "Мы вместе", "Спасибо медикам" тата ытти проектсене те тăтăшах хутшăнать.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче иртекен "Çăварни", Патăрьел ялĕн уявĕсем, "Акатуй-Сабантуй", "Асăну çурти", "Наци кросĕ", "Сывлăх патне 10000 утăм" евĕр мероприятисем унсăр иртмеççĕ. Вăл кашни мероприятие илем кỹрет, çынсене савăнăç парнелет. Ахальтен мар ĕнтĕ Ольга Вячеславовна Моисеева иккĕмĕш хут Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине илме тивĕçнĕ.

Альбина ЕГОРОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика