Конкуренци çивĕччине пăхмасăр

Категория: Публикации Опубликовано: 26.05.2023, 21:47 Просмотров: 147

 Чăвашпотребсоюз аталанать Чăвашпотребсоюз массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсене Комсомольски райповĕн предприятийĕсемпе паллаштарас тĕллевпе пресс-тур йĕркелерĕ. Журналистсем суту-илỹ çурчĕсене, çăкăр заводне, хатĕрлев пунктне, "Кооператор" тулли мар яваплă пĕрлешĕве çитсе курчĕç. Çавăн пекех Урмаелти мечĕтре, "Каçал ен" хаçат редакцийĕнче те пулчĕç.

Пресс-тур хыççăн Комсомольски райпо офисĕнче семинар-канашлу иртрĕ. Унăн ĕçне Чăваш Республикин цифра аталанăвĕпе информаци политикин министрĕн çумĕ Анна Иванова, Чăвашпотребсоюз канашĕн председателĕ Валерий Павлов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, Чăваш Республикинчи Журналистсен союзĕн председателĕ Валерий Комиссаров, РФ Центрсоюзăн информаципе коммуникацисен центрĕн директорĕ Галина Лашманова, Комсомольски муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, ЧР Патшалăх Канашĕн секретариачĕн ертỹçи Александр Магарин тата ыттисем те хутшăнчĕç.

Чăвашпотребсоюз канашĕн председателĕ Валерий Павлов палăртнă тăрăх, иртнĕ çул суту-илỹ тата общество апатланăвĕн çаврăнăшĕ 8720 млн тенкĕпе танлашнă. Пĕлтĕр çăкăр тата булка изделийĕсене 7 пин тонна ытла хатĕрлесе кăларнă. Çулсеренх çĕнĕ продукцисем кĕртеççĕ. Хушма хуçалăхсенчен аш-какай, сĕт, пахча çимĕç йышăнаççĕ. Халăха кайăк-кĕшĕкпе, комбикормпа тивĕçтереççĕ, заказпа тавар илсе килсе параççĕ. Автолавккăсем аякри пĕчĕк ялсене те çитеççĕ. Конкуренци çивĕччине пăхмасăр Чăвашпотребсоюз предприятийĕсем рынокра тарăн тымар янă, 130 çул халăх ырлăхĕшĕн тăрăшать.

Чăвашпотребсоюз юбилей умĕн массăллă информаци хатĕрĕсен хушшинче конкурс йĕркеленĕ. Палăртма кăмăллă: "Авангард" хаçата кооператорсен ĕçĕ-хĕлне лайăх çутатнăшăн дипломпа (ỹкерчĕкре) наградăларĕç. Çавăн пекех уйрăм журналистсем хушшинче пирĕн ĕçтеш Альбина Астраханцева та çак чыса тивĕçрĕ.

Александр ИВАНОВ

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика