Халăха йышăннă, çамрăксен центрĕпе паллашнă

Категория: Публикации Опубликовано: 26.05.2023, 21:41 Просмотров: 105

 Çак кунсенче федерацин Чăваш Республикинчи тĕп инспекторĕ Григорий Сергеев Юхмапа Пăла тăрăхĕнче ĕçлĕ çул çỹревпе пулнă май Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров çирĕплетнĕ графикпа килĕшỹллĕн граждансене хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăннă.

Шупашкар хăнипе пĕрле ĕçлĕ калаçусене Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Россельхознадзор управленийĕн Чăваш Республикипе Ульяновск облаçĕн ертỹçи Алексей Палькин, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ Вячеслав Илюткин, Патăрьел район прокурорĕ Андрей Афанасьев тата ыттисем те хутшăннă.

Йышăнăва килнисем искусство шкулĕн кивĕ зданине реконструкцилес, Патăрьелĕнчи канализаци сооруженийĕсене юсаса çĕнетес, тулли мар мобилизаципе кайнисен çемйисене пулăшу кỹрес, ял хуçалăхĕпе çыхăннă ыйтусене хускатнă. Асăннă проблемăсем округ ертỹçисемшĕн паллă, вĕсене татса парассипе тимлеççĕ. Акă

, таса мар шыв ыйтăвне илес пулсан, проект хальхи вăхăтра патшалăх экспертизинче. Григорий Сергеев çамрăксен "СЭЛЭТ -БАТЫР" обществăлла центрĕпе те паллашнă. Сăмах май каласан, Кзыл-Чишмара малашне регионсем хушшинчи пултаруллă çамрăксен лапамĕ пулĕ.

 Александр ИВАНОВ

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика