Иртнĕ çулхи кĕнекесемпе паллашрĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 19.05.2023, 15:58 Просмотров: 375

"Литературăллă Чăваш Ен: 2022 çулхи чи лайăх вуланакан кĕнеке" республикăри фестиваль-конкурса хутшăнса Тăрăн ял библиотекинче кĕнеке куравĕ йĕркеленĕ.

Вулавăш ертỹçи Нина Мазякова кĕнекесемпе паллаштарас, вĕсене тишкерес тĕллевпе маларах та куравсем, тĕлпулусем ирттернĕччĕ. Ку хутĕнче те çаплах пулчĕ. Вăл Юрий Моисеевăн "Батырево и батыревцы", Ольга Гурьянова пухса хатĕрленĕ "За нами отчий дом - Умра Сăр чикки - хыçра тăван кил", Алевтина Дмитриеван "Кая юлнă каçару сăмахĕ" тата ыттисемпе паллаштарчĕ.

 Библиотекăра списока кĕртнĕ 7 кĕнеке пур. Вĕсенчен 4-шне Патăрьел муниципалитет округĕнче пурăнакан авторсемпе краеведсем пичете хатĕрленĕ.

Пĕри - "С нами бог и Андреевский флаг" ятпа тухнă. Авторĕсем - Владимир Паймуллинпа Николай Арланов. Çак кĕнекерех Раççей тинĕс çар флочĕн I Петĕр патша вăхăтĕнчен пуçласа паянхи кунчченех кĕске историйĕ те пур. Патăрьел муниципалитет округĕн çыннисен, моряк пулса çамрăклăхне çар тивĕçне пурнăçланисен, çĕршыв чиккине шывра хỹтĕленисен пурнăçне çутатнă.

Ветеран-морякпа тĕл пулу иртрĕ. Иван Самакин çар ретĕнче тăнă кунĕсене аса илчĕ. Иван Александрович 1956 çулта тинĕс çар флотĕнче Конституци тивĕçне пурнăçланă. 1960 çулта яла таврăннă. Клуб заведующийĕнче ĕçленĕ. Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнче инженер-механика вĕреннĕ. Районти ял хуçалăх управленийĕнче тĕп инженер пулса ĕçленĕ. "Була" ял хуçалăх кооперативĕн ертỹçи те пулнă. Ĕç ветеранĕ вăл. "Морское братство - союз моряков" пĕрлешỹ членĕ. Пĕрлехи мероприятисене хастар хутшăнать. Ку хутĕнче те библиотекăна пушă алăпа килмен, кĕнеке парнелерĕ (сăн ỹкерчĕкре).

Мероприяти вăхăтĕнче Светлана Кулакова хатĕрленĕ "Раççей тинĕсĕн мухтавĕ: моряксем çĕршыв хуралĕнче" электронлă презентаци пăхрĕç.

Альбина КАПИТОНОВА

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика