Минсеит Тазетдинов парнисемшĕн

Категория: Публикации Опубликовано: 19.05.2023, 15:58 Просмотров: 371

Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулта Тĕнче Кубокне тивĕçнĕ, грекла-римла кĕрешес енĕпе Европа чемпионĕн, Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерĕн Минсеит Тазетдиновăн парнисене çĕнсе илессишĕн кĕрешес енĕпе (ирĕклĕ майпа, грекла- римла, корэш) республика турнирĕ иртнĕ.

Йăлана кĕнĕ ăмăрту Чăваш Енри чи ăста кĕрешỹçĕсемсĕр пуçне Тутарстан тата Мари Эл Республикисен, Ульяновск облаçĕн спортсменĕсене те пуçтарать. Кăçал та кавир çине 100 ытла çамрăк тухнă. 2008-2010 çулсенче çуралнисем 38, 44, 52, 57, 75 килограмран ытларах виçе категорийĕсемпе ирĕклĕ майпа, 2009-2010 çулсенчисем 35, 38, 41, 54, 62 килограмлă виçеллисемпе грекла-римла, 2005 çулсенче тата вĕсенчен кĕçĕнрех çулсенче çуралнисем 45, 50, 55, 65, 75 килограмлă виçерисемпе корэш мелĕпе кĕрешсе тупăшнă.

Уява уçма Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - хăтлăх кĕртессипе территорисен аталанăвĕн управленийĕн начальникĕ Николай Раськин, турнира йĕркелекен Минсеит Тазетдинов, муниципалитет округĕн депутатсен Пухăвĕн депутачĕ, Чăваш Республикинчи тата Патăрьел муниципалитет округĕнчи корэш федерацийĕн председателĕ Ферит Чабатов тата ытти хăнасем хутшăннă.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика