Тасалăхпа хăтлăх, патшалăх программисем...

Категория: Публикации Опубликовано: 19.05.2023, 15:52 Просмотров: 401

Майăн 17-мĕшĕнче Патăрьел муниципалитет округĕнче Пĕрлехи инфомаци кунĕ иртрĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Степанов пулчĕç. Патăрьел муниципалитет пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ертсе пынипе вĕсем палăртнă вырăнсене çитсе пĕрле татса памалли темăсене çивĕчлетрĕç.

 Тĕп хуламăрти тата округри влаç представителĕсем хальхи вăхăтра халăха пăшăрхантаракан çивĕч ыйтусене хускатрĕç: хытă каяша вырăнсенчен илсе тухасси, строительство тата выльăх-чĕрлĕх каяшĕсене кирлĕ мар çĕре пăрахса çут çанталăка варалассинчен хăтăласси; кăçалхи шыва кĕмелли тапхăрта çынсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси; территорисене комплекслă хăтлăх кĕртмелли пограммăсем мĕнле пурнăçланса пыни.

Черетлĕ информаци кунне хутшăнакансем Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи Акатуй-Сабантуй иртекен лапамран аякра мар, автомашинăсем чарăнмалли вырăнпа юнашарах çынсем сарăмсăр çỹп-çап пăрахмалли вырăн туса хунинчен калаçăва пуçларĕç. Ăна хăйсен куçĕпе курса ĕненчĕç. Кунта пластик савăт та, бутылкăсем те купалансах выртаççĕ. Ахăртнех пысăк тиевпех килсе тăкнă-тăр... Темиçе метртанах Шăнкăртамри пĕр фермер хуçалăхĕн çĕрĕ пуçланать.

Мероприятие хутшăнакансем çакнашкал йышăну патне тухрĕç: çĕр хуçи патне санкцилемен çỹп-çап вырăнне пĕтерес пирки хут çитермелле, ыйтăва вĕçне çитиччен пĕрле татса памалла.

Информаци кунне хутшăннисем çỹп-çап реформипе çыхăннă ыйтусем, вăл шутра тỹлев, контейнерсене пăхса тата вăхăтра илсе тухасси пирки те калаçрĕç. Çакă чăн малтанах ку тĕлĕшпе ĕçлекен яваплă организацин тивĕçĕ пулнине, муниципалитет округĕсенче çак ĕçе кирлĕ пек йĕркелесен çеç ялсенче те, урамсенче те, вăрман хĕррисенче те тирпей пулнине палăртрĕç.

Юлашки çулсенче республика правительстви обществăлла территорисене, халăх йышлă пулакан вырăнсене хăтлăлатас ыйтăва пысăк тимлĕх уйăрать. Ку тĕлĕшпе пирĕн Патăрьел муниципалитет округĕ те ăнăçлă ĕçлесе пырать. 2017 çултанпа çеç Юхмапа Пăла тăрăхĕнче "Хула хăтлăхĕ" проектпа 1000 ытларах çын пурăнакан Патăрьел, Хирти Пикшик, Сăкăт, Тутар Сăкăт, Шăнкăртам ялĕсенче территорисене, парксене, скверсене тата ыттине те хăтлăх кỹнĕ, капăрлатнă. Информаци кунĕн ушкăнĕ çитсе паллашнă Патăрьелĕнчи кану паркĕ (кунта паян хăтлăх кĕртессипе хĕрỹ ĕç пырать), Мичурин урамĕнчи нумай функциллĕ вăйă тата спорт площадки яла малалла аталантарас, халăха пурăнма, канма, сывлăха çирĕплетме кирлĕ услови туса парас тĕллевпе пурнăçланă ĕçсем.

Альбина ЕГОРОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика