Хăрушсăрлăх ыйтăвĕ - тĕп тимлĕхре

Категория: Публикации Опубликовано: 16.05.2023, 21:41 Просмотров: 419

Шăнкăртамри "Меслима" мечĕтре Чăваш Республикинчи мăсăльман тĕн управленийĕн имамĕсемпе кĕлле çỹрекенĕсемшĕн çавра сĕтел йĕркеленĕ. Унта Чăваш Енри ялсенчи мăсăльман тĕн управленийĕ йышĕнче тăракан объектсенче террористла пулăмсенчен хỹтĕленес тата пушар хăрушсăрлăхĕнчен асăрханас тĕлĕшпе туса пымалли ĕçсем çинчен сăмах пынă.

Ларăва Чăваш Республикинчи Общество палатин членĕ, мăсăльман тĕн управленийĕн председателĕ Мансур хазрат Хайбуллов уçнă тата ертсе пынă.

Унăн ĕçне Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - хăтлăх кĕртессипе территорисен аталанăвĕн управленийĕн начальникĕ Николай Раськин, район прокурорĕн пулăшуçи Максим Андреев, Комсомольски, Елчĕк, Шăмăршă муниципалитет округĕсен пуçлăхĕсем, Чăваш Республикинчи Общество палатин членĕсем, муниципалитет округĕсенчи Общество палатин председателĕсем хутшăннă.

Мероприяти вăхăтĕнче Чăваш Республикинчи Общество палатин членĕ, мăсăльман тĕн управленийĕн председателĕ Мансур хазрат Хайбуллов тата Раççейри чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Енри тĕп управленийĕн начальникĕн çумĕ Алексей Большов ведомствăсем хушшинчи килĕшĕве алă пуснă.

Юлашкинчен ларăва хутшăнакансем Шăнкăртам ялĕнчи ирĕклĕ пушар отрячĕн техникипе тата "Меслима" мечĕт комплексне вĕсемпе мĕнле тивĕçтернипе паллашнă.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика