Юратнă професси хавхалану кỹрет

Категория: Публикации Опубликовано: 16.05.2023, 21:37 Просмотров: 462

Тĕрĕс суйласа илнĕ професси пурнăçра пысăк витĕм кỹрет. Вăл пурăнма, çитĕнỹсем тума хавхалантарать. Упамсара пурăнакан Майя Пятаковăпа калаçнă май çак шухăш тата ытларах та çирĕпленчĕ. Вăл хăйĕн ĕçĕ пирки хавхаланса, ял çыннисене пулăшма пултарнишĕн хĕпĕртенине палăртса каласа пачĕ.

Канаш районĕнчи Вырăскас Пикшик хĕрĕ 1971 çулта кун çути курнă. Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче фельдшер профессине алла илнĕ. Студент чухне Упамса каччипе, пĕр уйрăмра ăс пухакан Сергей Пятаковпа паллашса çемье çавăрнă. 1991 çулта дипломлă специалистсем тăван тăрăха таврăннă. Иккĕшĕ те хăйсен профессипе Турханти ветеринари участокĕнче вăй хума пикеннĕ. Паян Сергей Алексеевич кунта заведующи, Майя Кузьминична ветфельдшер пулса тăрăшаççĕ.

- Мĕн ачаран выльăхсене юрататăп. Вĕсемпе ĕçлеме мана питĕ килĕшет. Эпĕ пĕчĕкренех фермăра ỹснĕ тесен те юрать. Анне малтан дояркăра, кайран сысна ферминче ĕçленĕ. Ун патне ялан çỹреттĕм. Çурасем чирлесен вĕсене мĕнле сипленине пăхса тăраттăм, вĕсем сывалсан савăнаттăм. Атте те ял хуçалăхĕнче тăрăшнă. Вăл комбайнер, механик, колхоз председателĕ те пулнă. Вĕсене курса эпĕ те хам пурнăçа ял хуçалăхĕпех çыхăнтарма шухăшларăм. Çакăншăн пĕрре те ỹкĕнместĕп. Хамăн профессине питĕ юрататăп, - терĕ Майя Кузьминична.

Турханти ветеринари участокне Турхан, Упамса, Хурама Твар, Тури Тăрмăш ялĕсем кĕреççĕ. Специалистсем вĕсенче пурăнакансен тата Турханти психоневрологи интерначĕн выльăхĕсене пăхса, профилактика мероприятийĕсене пурнăçласа тăраççĕ. Маларах вара Пятаковсем Упамсари фермăшăн та яваплă пулнă. Унти ĕне-выльăха чир-чĕртен сипленисĕр пуçне искусствăлла майпа та йăхтарнă. Хуçалăх салансан витесем те пушаннă. Майя Кузьминична хăнăхнă ĕçе малалла тăсас тата ялсенче ĕнесемпе пушмаксене пĕтĕлентерес ыйту тăнине шута илсе районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕпе Петр Ефимовпа асăннă темăна хускатнă. Ырă пуçарăва Петр Ильич хирĕçлемен, ĕçе йĕркелесе яма май пур таран пулăшнă.

- 16 çул каялла халăх ĕнисене искусствăлла майпа йăхтарассипе ĕçлеме пикентĕмĕр. 2022 çулта 133 ĕне чуптарнă, пĕрремĕш кварталта 50 пулнăччĕ. Кăçалхи виçĕ уйăхри кăтарту 68-тан та иртрĕ. Патшалăх ĕнесене искусствăлла майпа пĕтĕлентернĕшĕн тăкакланă укçан 70 процентне каялла тавăрса парать, çакăнпа усă кураççĕ те çынсем. Документсене хатĕрлесе пама хамăр та пулăшатпăр. Ветеринари участокне кĕрекен ялсенчен çеç мар, Нăрваш Шăхалĕнчен, Çĕньялтан, Патăрьелĕнчен, Улатăр муниципалитет округĕнчен тата ытти çĕртен те пире чĕнеççĕ. Пурне те пулăшма тăрăшатпăр, - тет калаçăва малалла тăсса Майя Кузьминична.

Ветфельдшер палăртнă тăрăх, искусствăлла майпа йăхтарнă ĕнесен пăрăвĕсем тĕреклĕ, сывлăхлă пулаççĕ, чир-чĕре пит парăнмаççĕ, ỹт лайăх хушаççĕ. Мăйракаллă выльăх сĕтне те ытларах антарать. Халăх ыйтнине шута илсе вăл 6-7 тĕрлĕ вăрлăхпа усă курать. Вĕсене хамăрăн республикăран кăна мар, ытти çĕртен те илсе килсе параççĕ. Специалист кашнийĕ пирки халăх патне интернет уçлăхĕнче йĕркеленĕ ялсен ушкăнĕсем урлă çитерме тăрăшать. Тĕслĕхсемпе çирĕплетме малтанах килĕнчи выльăхĕ çинче тĕрĕслет. Сăмах май, Пятаковсем хăйсем тăватă ĕне, пушмак, лаша, пăрусем, сурăхсем, хур-кăвакал, кăрккасем, вĕлле хурчĕсем усраççĕ.

- Упамса ялĕ вăрман çывăхĕнче вырнаçнă. Çулла тĕксĕм тĕслĕ ĕне-выльăха шăна-пăвана чăтма йывăр. Вĕсем йывăçсем патне сулхăна кайса тăраççĕ те апат çиеймеççĕ, продукци илесси чакать. Çаксене шута илсе те тĕрлĕ ăратпа, уйрăмах çутă пулаканнисене тимлĕх уйăрма пикентĕмĕр, - терĕ сăмах çумне сăмах хушăннăçем Майя Кузьминична.

Хальхи ĕç мелĕсене алла илнипе пĕрлех Майя Пятакова асатте-асаннерен пыракан йăласене те манмасть. Йăхма васкаман ĕнесене массаж тăвать. Пĕтĕленнине те УЗИсĕрех палăртать. Кирлĕ чухне канашсем те парать. Ĕне йывăр пăруланă е чирленĕ, ытти выльăх аптăранă чухне вара килĕнчи ĕçсене пăрахсах мăшăрĕпе пулăшу пама васкаççĕ.

- Хăнаран та, çывăрнă çĕртен тăрса та чĕннĕ çĕре тухса кайма тивет. Киле çĕрĕпе таврăнайман тĕслĕхсем те пулнă. Ирхине килсе выльăхсене пăхатăн та ĕçе васкатăн, - тет Сергей Пятаков кăмăллăн çеç.

- Коллектив та питĕлайăх. Патăрьел муниципалитет округĕнчи выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ Петр Ефимов пире хумхантаракан пур ыйтăва та татма пулăшать, ытти ĕçченсем те хавхалантараççĕ. Халăх хăйĕн выльăхне пире шанни те кăмăла çĕклет, - терĕ Майя Кузьминична ăшшăн калаçнă май.

Чунтан ĕçленине кура çитĕнĕвĕсем те пур. Турханти ветеринари участокĕ 2022 çул кăтартăвĕпе Патăрьел муниципалитет округĕнче пĕрремĕш вырăна тухнă. Майя Кузьминична республикăра осеменаторсем хушшинче йĕркеленĕ конкурсра малтисен шутне кĕнĕ. Ветфельдшерăн район, республика шайĕнчи грамотăсем, Тав çырăвĕсем пур. Кăçал вара муниципалитетра йĕркеленĕ "Професси тĕлĕшĕнчен чи лайăххи" конкурсра та (сăн ỹкерчĕкре) палăрчĕ. Çитĕнỹсем тума вара Пятаковсене виçĕ ывăлĕпе пĕр хĕрĕ тата кинĕ, мăнукĕ хавхалантараççĕ.

Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика