Çынсен ыр кăмăллăхĕ çĕнтерĕве çывхартма пулăштăр

Категория: Публикации Опубликовано: 16.05.2023, 21:21 Просмотров: 468

ЮХМАПА Пăла тăрăхĕнчи Юрий Тинюковпа Алексей Савдеров хастар волонтерсем пĕр кун та Украинăри çар операцине хутшăнакан салтак-ентешсемпе çыхăну тытмасăр, вĕсене ырă ĕç туса пулăшмасăр ирттермеççĕ. Тăтăшах гуманитари пулăшăвĕпе çула тухаççĕ. Волонтерсем йĕркелекен ырă та пархатарлă ĕçе Патăрьел муниципалитет округĕнче пурăнакансем çеç мар, республика тулашĕнче тĕпленнĕ ентешĕмĕрсем те салтаксене çĕнтерĕве çывхартма хавхалантараççĕ, вĕсене çар пурнăçĕнче кирлĕ япаласем туянса параççĕ е кăмăлтан укçа куçараççĕ. Çĕнĕ Ахпỹртре çуралса ỹснĕ Алена Чернова акă маларах çеç салтаксем валли дизель генераторĕтуянма 65000 тенкĕ куçарнă. Халĕ каллех вăл çĕршывăн тĕп хулинчен 20 штук тактика ременне çитернĕ.

Ырă чунлă çынсем салтаксен ыйтăвĕсене тивĕçтерес тесе çийĕнчех кар тăни савăнтарать. Тыл çирĕп, пĕр шухăшлă пулни хальхи вăхăтра пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ыр кăмăллăх ĕçне Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 1 "б" тата 5 "б" кадет класĕсенче вĕренекенсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ тăтăшах пысăк хастарлăхпа хутшăннине те палăртса хăвармалла.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика