Халăх вăйĕпе часовня çĕкленчĕ, масар тирпейленчĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 12.05.2023, 19:40 Просмотров: 516

Сителсем ял хастарĕ Юрий Степанов ертсе пынипе масар çинче часовня çĕклерĕç, сыв пуллашмалли лапам турĕç. Сăваплă ĕçе ял-йыш кăна мар, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан ентешсем те хастар хутшăнчĕç, май çитнĕ таран укçа-тенкĕпе пулăшрĕç. Çак кунсенче вара Иоанн Богослов турăшĕ ячĕллĕ Сител чиркĕвĕн настоятелĕ Александр атте туса пĕтернĕ объектсене сăвапларĕ.

Çавăн пекех кану кунĕсенче ял-йыш масара тирпейлесе тасатас тĕллевпе субботник йĕркелерĕ.

Ирина ЛЯКОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика