Çирĕп çемье çеç çĕршыв тĕрекĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 12.05.2023, 19:35 Просмотров: 443

ПАТĂРЬЕЛ муниципалитет округĕнчи ЗАГС пайĕн кăтартăвĕпе кăçалхи тăватă уйăхра пĕлтĕрхи пекех 32 çамрăк çемье çавăрнă, вĕсене пурне те чыслă лару-тăрура саламланă, ĕмĕрĕпех пĕр-пĕрне хисеплесе те юратса пурăнма ырă суннă. Анчах та çак тапхăртах 29 çемье уйрăлса кайни вара пăшăрхантарать те, шухăшлаттарать те. Кăтарту иртнĕ çулхинчен икĕ хут пысăк. Ытларах 25-39 çулсенчи мăшăр тĕрлĕ сăлтава пула уйрăлнă. Паллах, çирĕп çемье яланах тĕреклĕ те, кăтартуллă та. Ун пек тĕслĕхсем Юхмапа Пăла тăрăхĕнче сахал мар. Çамрăксем хушшинче те пур. Çавăнпа та пурнăçра çемье çавăриччен тĕплĕн шутлани, пĕр-пĕрне лайăх пĕлни малашлăхшăн çав тери пĕлтерĕшлĕ.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика