Хураматварсем ĕçлеме хăрамаççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 12.05.2023, 19:35 Просмотров: 465

ТУРХАН территори пайне кĕрекен Хурама-Твар ялĕнче Терентий Давыдов староста хастарлăхĕпе тата пуçарулăхĕпе ял-йыш кирек мĕнле ĕçе те кар тăрать. Çак кунсенче вĕсем пĕрлехи вăйпа ял çăвине тасатнă, тирпейленĕ. Масар хапхине çĕнетнĕ, ун çывăхне туалет туса лартнă. Староста пĕлтернĕ тăрăх Çветтуй Троица праçникĕччен масар пỹртне те туса лартасшăн. Нимелле пурнăçлакан ĕçе çак пысăках мар ялтан кашнийĕнчех 15-20 çын хутшăнать. Паллă ĕнтĕ, тирпей- илемпе пĕрлех хăтлăх та кĕртес тесен кĕмĕлĕ те сахал мар кирлĕ. Ун пек чухне те Хурама-Твар çыннисем кар тăрса укçа-тенкĕ пуçтараççĕ. Тăван ял малашлăхĕшĕн, унăн илĕртỹлĕхĕшĕн аякра тата çывăхра пурăнакан ентешсем те хытса тăмаççĕ. Ваттисем калашле, халăх сурсан вара кỹлĕ çеç мар, кирек мĕнле ĕç те кал-кал та ăнăçлă пулса пырать.

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика