Паян, ыран, ялан янратăр тăван чĕлхемĕр ман!

Категория: Публикации Опубликовано: 12.05.2023, 19:34 Просмотров: 415

СĂВĂ вулакансен "Ялан янра, чăваш чĕлхи" пĕтĕм Раççейри конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Тупăшу условийĕпе килĕшỹллĕн унта хутшăнакансем сăвă вуласа видеороликсем ярса панă. Конкурс анлă иртнĕ, çĕршыври 11 регионтан 240 çын хутшăнма кăмăл тунă. Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи хастарсем те хăйсен ăсталăхне Интернет тетелĕнче кăтартнă, тăван чĕлхепе сăвă вулассипе малти вырăнсене те йышăннă. Акă, Ыхра Çырминчи вăтам шкулта 7 класра вĕренекен Анжелика Паймина иккĕмĕш, Ишлĕри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулти 4 класра вĕренекен Мария Едифанова виççĕмĕш, Красномайскинче пурăнакан Петр Семенов истори вĕрентекенĕ иккĕмĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ. Пĕрремĕш хут Раççей шайĕнче йĕркеленĕ конкурсра Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи хастарсем айккинче тăманни, тăван чĕлхепе тĕнче шайĕнче сăвăсем янăраттарни, çитменнине тата кăтартуллисен йышне кĕни сун-чĕререн савăнтарать.

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика