Çут çанталăк паркĕ пуянланать

Категория: Публикации Опубликовано: 10.05.2023, 20:56 Просмотров: 359

Çуркуннепе Ĕç уявĕ Кĕçĕн Арапуçĕнче пурăнакансемшĕн ырă пулăмпа асра юлчĕ. Хĕвеллĕ те уяр кунпа киленсе аслă çулхисем те, вăйпиттисем те "Ăрусем улшăнса пыраççĕ пулин те çут çанталăк илемĕ - ĕмĕрлĕхе" çут çанталăк паркне пуçтарăннă. Çак лапама вĕсем пĕрлехи вăйпа тата пуянлатнă, 30а яхăн туя тата чăрăш хунавĕсене лартса хăварнă.

Сăваплă та пархатарлă ĕçе Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов та хутшăннă, тавралăх илемĕшĕн тăрăшакансене тав тунă.

 Çут çанталăк паркне йĕркелесе яраканĕ - Кĕçĕн Арапуçĕнче пурăннă Василий Селиванов хастар. Хисеплĕ ĕç ветеранĕ ĕмĕр тăршшĕпех тăван тавралăха илемлетес, капăрлатас, симĕслетес тесе чылай тăрăшнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче, вăл Нăрваш Шăхалĕнчи "Труд" колхоза ертсе пынă тапхăрта, районта пуçласа çĕрсене шыв-шур çурса каясран, эрозирен хỹтĕлес ĕçсене анлăн сарса янă. Уйрăммăн илсен, Ырсем çырми çинче виçĕ çĕрте каскадсем пек пĕвесем туса инкек çулне пỹлсе лартнă, унта пулăсем ярса ĕрчетнĕ. Çуллахи шăрăх кунсенче çынсене шыва кĕме май туса панă.

 Çав вăхăтра Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи "Труд" колхозра эрозие хирĕç мĕнле кĕрешнипе паллашма республика шайĕнчи семинар та йĕркеленĕ. Çĕр пулăхлăхне сыхласа хăварас тĕлĕшпе пысăк ĕçсем туса ирттернĕшĕн Василий Селиванова ун чухнех Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕн Председателĕ, вăлах эрозипе ĕçлекенсен штаб ертỹçи Семен Ислюков "Отличник по защите земель" диплом парса чысланă. Тăван ялта комплекслă бригада бригадирĕнче тăрăшнă чухне ял акатуйне ирттерекен вырăнта ниме туса йывăç ларттарнă, ачасене выляса савăнма лапамсем тутарнă. Шурут çырмипе Пăла юхан шывĕ пĕрлешнĕ вырăнти лаптăк вара чăн-чăн дендрари! Унта та Василий Селиванов хăйĕн çемйипе тĕрлĕ йывăç лартса пуянлатнă.

 (Хамăр корр.).

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика