Туçасене çитекенни пулмарĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 10.05.2023, 20:55 Просмотров: 418

Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче муниципалитет округĕн территори пайĕсенче пурăнакансем хушшинче "Кĕвĕ-çемĕ тытăмĕнче" фестиваль-конкурс иртрĕ. Ăна Раççейри Педагогпа наставник, Чăваш Енри Телейлĕ ачалăх çулталăкне халалланă.

Уява килнисене Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, хăтлăх кĕртессипе территори аталанăвĕн управленийĕн начальникĕ Николай Раськин саламларĕ.

Фестивале хутшăнакансем Граждан тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи, коллективизаципе индустриализаци, çерем çĕр уçнă, социализм стройки (БАМ), олимпиада, Афганистан вăрçи, перестройка, ятарлă çар операцийĕ тапхăрĕсен вăхăтĕнчи, ку чухнехи юрăсене мала хурса сцена çине тухрĕç.

Ăстасен маçтăрлăхне виçĕ номинаципе хакларĕç. Фестивале хутшăнакансем пурте тăрăшса хатĕрленнине палăртмалла. Вĕсен юрри-ташши чуна пырса тивмелле тухрĕ.

Жюри сцена çине тухакансен пултарулăхĕ конкурс тематикине тивĕçтернине, артистсем хăйсене тытма пĕлнине, куракана тыткăна илме пултарнине кура хакларĕ.

Пăлапуç Пашьел, Сăкăт, Пикшик, Шăнкăртам, Кзыл Чишма, Шăхач, Первомайски, Ишлĕ, Тутар Сăкăт территори пайĕн коллективĕсем фестиваль лауреачĕсем пулчĕç. "Кĕвĕ-çемĕ тытăмĕнче" фестиваль-конкурс Гран-прие вара Туçа территори пайĕнче пурăнакансем çĕнсе илчĕç. Чăн-чăнах тивĕçлĕ вĕсем çакна. Юррисем тематикăпа килĕшсе тăраççĕ. Сцена çине йышлă коллективпа тухрĕç.

Шкул ачисем, педагогика коллективĕсем, культура ĕçченĕсем, "Çăлкуç" ансамбле çỹрекенсем саманан иртнĕ тапхăрĕнчи вăхăчĕсене чĕррĕн куç умне кăларчĕç.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика