Экзаменра - ашшĕ-амăшĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 29.03.2023, 18:42 Просмотров: 182

Вăтам шкулсенчен вĕренсе тухакансемшĕн Патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсене тытмалли вăхăт çывхарать. Çак тапхăр ачасене те, ашшĕ-амăшне те шухăшлаттарать. Тепĕр чухне çитĕнекен ăру чирлесси те, тĕрĕслевре çухалса каясси те пулать. Мĕнле хатĕрлемелле-ха хĕрсемпе каччăсене мораль тата психологи тĕлĕшĕнчен аслисен? Шăпах çак ыйтусен хуравне тупас тĕллевпе йĕркеленĕ те ĕнтĕ акцие. Вăл Раççей Федерацийĕн регионĕсенче мартăн 1-31-мĕшĕсенче пырать. Унта Патăрьел муниципалитет округĕнчи вăтам шкулсене çỹрекен ачасен ашшĕ-амăшĕ те хутшăнчĕ.

Экзамен Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта иртрĕ. Ашшĕ-амăшне ачасем тĕрĕслеве кĕнĕ чухнехи йĕркепех паспортне пăхрĕç, металлодетекторпа тĕрĕслесе кĕртрĕç. Малтанах вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн информаципе методика центрĕн аслă методисчĕ Татьяна Антонова экзамен йĕркипе паллаштарчĕ. Вырăс чĕлхипе пулчĕ тĕрĕслев. Варианчĕсем тĕрлĕрен пулнăран пĕр-пĕринчен çырса илме пулмарĕ. Юнашар парттăра ларакан "юлташран" та хурав кĕтсе илейместĕн. Телефонпа кĕртмеççĕ. Хăвăн ăс-тăнна, тавра курăмна çеç шанма пулать.

– Пурнăçра экзамена пĕр хутчен çеç тытман пулин те шухăшлаттаратех. Ачасен хăйсене лăпкă тытма пĕлмелле. Халĕ лайăх вĕренсе пыраканскерсем алла аттестат илеççех. Эпир вĕсене хавхалантарса пыма тăрăшăпăр,- терĕ муниципалитет округĕн право тата кадр ĕçĕсен пайĕн начальникĕ Наталия Каргина. Кăçал муниципалитет округĕнчи вăтам шкулсенчен 190 ача вĕренсе тухмалла.

 Хаклав

Гузел ФЕТКУЛЛОВА, Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти математикка учителĕ:

 - Пирĕн шкултан кăçал 18 ача пурнăç çулĕ çине тухма хатĕрленет. Вăл шутра хĕрĕмĕр те. Çитĕнекен ăрăва Патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсем пирки пĕр хутчен çеç мар ăнлантарнă. Акцие хамăра явăçтарни те вырăнлă пулчĕ. Çакă ачасемпе куçа-куçăн калаçма май парать. Вĕсене экзамена тивĕçлипех хатĕрлеме пулăшать.

Альбина АСТРАХАНЦЕВА

Яндекс.Метрика