Шăнкăртамсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 17.03.2023, 20:27 Просмотров: 447

Мартăн 13-15-мĕшĕсенче Хусанта Пĕтĕм тĕнчери тутарсен конгресĕ тутар ялĕсенчи предпринимательсен Пĕтĕм Раççейри XI канашлăвне ирттернĕ. Çĕршыври 47 регионти пĕчĕк тата вăтам бизнесăн тата фермер хуçалăхĕсен 500 ытла представителĕ унта хутшăнчĕ. Виçĕ куна тăсăлнă мероприяти программипе Чăваш Ене килсе курасси те пулнă. Мартăн 14-мĕшĕнче вĕсем пирĕн республикăра пулчĕç. Сăмах май, 11 çулта иккĕмĕш хут регион хăнасене кĕтсе илчĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев делегацие ертсе пыракан Тутар Республикин вице-премьерĕпе Василь Шайхразиевпа тĕл пулса ялсенче бизнеса аталантарас тата ытти ыйтусене сỹтсе явнă.

Ушкăнăн тĕллевĕсенчен пĕри Комсомольски тăрăхĕнчи Урмаел тата Тукай, Патăрьел муниципалитет округĕнчи Шăнкăртам ялĕсен пурнăçĕпе, ĕç-хĕлĕпе паллашасси пулнăран делегаци малтан Каçал енче, унтан Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пулчĕ.

Шăнкăртам аталанса пыракан ял, 5557 çын пурăнать. Çамрăксем те хулана пит каймаççĕ, ялтах тĕпленсе ĕçлеççĕ. Вырăнта туса илнĕ продукцие тирпейлессипе, выльăх-чĕрлĕх усрассипе, суту-илỹпе вăй хураççĕ. Пурнăçланă тĕллевсемпе кăна лăпланмаççĕ, малашлăха шанчăклăн пăхаççĕ. Паяна ял хуçалăх енĕпе 28 проекта ĕçе кĕртессипе тăрăшаççĕ. Делегаци çакна курса ĕненме пултарчĕ. Вĕсем Ферид Чабатов фермер патĕнче пулчĕç. Ферид Кияметдинович 2016 çултанпа пулăсем (осетр йышшисем) ĕрчетессипе ĕçлет. Бассейна вăл хăй шутĕнчен тунă. Хуçалăхра курмалăх та, тĕлĕнмелĕх те пулчĕ инçетрен илнĕ хăнасене.

 Ильнур Корнеев предприниматель опычĕ те нумайăшĕшĕн тĕслĕх вырăнĕнче пулчĕ. Вăл мунча кăмакисем, тимĕртен япаласем туптаса тăвассипе, вĕсене сутассипе тăрăшать. Ĕçре хальхи вăхăтри технологисеме усă курать, вĕсенчен пĕри - лазарь станокĕ. Хатĕр тавара Патăрьел тăрăхĕнче пурăнакансемсĕр пуçне ытти çĕртен, регионтан хапăлласах туянаççĕ. И. Корнеев хăйĕн ĕç-хĕлĕпе паллаштарнă май делегатсен ыйтăвĕсене те хуравларĕ.

Предпринимательсемпе фермерсем Шăнкăртамсем пуçарулăх бюджечĕпе пурнăçлакан проектсене хастар хутшăннине те курса ĕненчĕç. Пĕлтĕр вĕсем унпа усă курса пушар сỹнтерме хутшăнакан техникăна лартма ăшă гараж турĕç. Ирĕклĕ пушар команди те пур.

Çавăн пекех хăнасем "Виçĕ юлташ" тĕп мечĕте (мечеть Трех Сподвижников) кĕрсе курчĕç, кĕл турĕç. "Халяль" суту-илỹ çуртĕнче пулнă май сентресем вырăнта хатĕрленĕ апат-çимĕçрен тулли пулнинчен тĕлĕнчĕç.

Шăнкăртам ялĕпе паллашнă хыççăн мероприятин малалли пайĕ Шăнкăртамри культура çуртĕнче тăсăлчĕ. Пленарлă канашлăва Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Раççейри мăсăльмансен Тĕн пухăвĕн пуçлăхĕ, РФ Общество палатин членĕ Альбир Крганов хутшăнчĕç. Вĕсем хăйсен сăмахĕнче Юхмапа Пăла тăрăхĕнче нумай нациллĕ тата тĕрлĕ тĕнлĕ халăх туслă пурăннине, тăрăшулăхпа палăрнине каларĕç.

О. ПАВЛОВА

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика