Сумлă мероприятие 4,5 пин ача хутшăнĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 14.03.2023, 21:16 Просмотров: 449

Чăваш Республикинче Телейлĕ ачалăх çулталăкне мартăн 20-мĕшĕнче уçаççĕ. Церемоние 4500 ача хутшăнмалла. Мероприяти шкул ачисемпе çамрăксем валли республика шайĕнчи- "Тĕп хулари кун" форум формачĕпе иртĕ. Унта "Пĕрре- мĕшсен юхăмĕнче", шырав отрячĕсемпе патриот клубĕсенче тăракансем, спортсменсем, пултаруллă ачасем, волонтерсем, хавшак сывлăхлă, ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнă ачасем, ятарлă çар операцине хутшăнакансен ачисем тата ыттисем хутшăнĕç. Çавăн пекех Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи çитĕнекен ăру та сумлă мероприятире хастарлăх кăтартасса шансах тăратпăр.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев палăртнă тăрăх, масштаблă мероприяти тĕллевĕ - кашни муниципалитет ачисене республикăри тĕп вузсемпе, вăтам профессиллĕ вĕрентỹ учрежденийĕсемпе паллаштарасси, вĕсене дискуссипе интерактив мероприятийĕсене хутшăнтарасси. Форумра 200 ытла мастер-класс, квест, вăйăсем, конкурссен çĕнтерỹçисемпе тĕл пулусем ирттерме палăртнă. Профориентаци ĕçне йĕркелесе республикăн тĕп предприятийĕсене экскурсипе çитмелле - "Элара" АОна, Трактор музейне тата ыттисене.

Телейлĕ ачалăх çулталăкне уçнă май çемье хаклăхĕсемпе йăли-йĕркисене, ачасене патриотлăх воспитанийĕ пама йышăннă спорт, туризм, IТ- технологи тата техника сферисенчи çĕнĕ проектсемпе паллаштарĕç.

А. ИВАНОВ

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика