Паттăрсем нихăçан та вилмеççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 14.03.2023, 21:15 Просмотров: 464

Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен уявĕ умĕн Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Украинăри ятарлă çар операцинче вилнĕ салтак-ентешсен амăшĕсемпе тата мăшăрĕсемпе тĕл пулчĕ. Мероприятие çавăн пекех Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ Евгений Семенов, Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă вăйсен ветеранĕсен муниципалитетри канашĕн председателĕ Сергей Шадиряков, Чăваш Енри Хĕрарăмсен канашĕн Патăрьелĕнчи уйрăмĕн председателĕ Алена Горшкова, Патăрьел муниципалитет округĕнчи Ашшĕсен канашĕн председателĕ Николай Андреев хутшăнчĕç.

- Сирĕн чун ыратăвне эпир те пĕрле пайлатпăр, май пур таран тĕрев пама тăрăшатпăр. Паттăр ывăлсем çуратса ỹстернĕ-шĕн чун-чĕререн тав тăватпăр. Çĕршыва сыхласа пуçне хунă салтаксене яланах асра тытăпăр, вĕсемпе мухтанăпăр, - терĕ Рудольф Васильевич сăмах илнĕ май. Унтан çавра сĕтеле хутшăнакансене Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕпе саламласа чечексемпе парнесем пачĕ. Патăрьелĕнчи культура çурчĕн ĕçченĕсем мероприятире юрăсем шăрантарчĕç, Патăрьелĕнчи каçхи шкулта вĕрентекен Галина Хлебникова чуна тыткăнлакан хăй çырнă сăввисене вуларĕ.

Çавра сĕтел тавра пухăннă паттăрсен амăшĕсемпе мăшăрĕсем хăйсене хисеп туса чĕннĕшĕн тав турĕç.

О. БЕЛЬДЕКОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика