Пĕрлехи вăйпа - çĕнĕ тĕллевсем патне

Категория: Публикации Опубликовано: 14.03.2023, 21:14 Просмотров: 447

Юхмапа Пăла тăрăхĕн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне пĕтĕмлетекен канашлу мартăн 9-мĕшĕнче иртрĕ. Унта Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Антонов, Патăрьел муниципалитет округĕн Пухăвĕн депутачĕсем, организаци-предприяти ертỹçисем, ĕç ветеранĕсем тата ыттисем те хутшăнчĕç.

Мероприяти "Исток" çĕр ĕç фирминче 300 пăру вырнаçмалăх витене уçнинчен пуçланчĕ. Хуçалăх республикăра та малтисен йышĕнче. Кунта хальхи вăхăтра сăвăнакан ĕне 580 пуç.

Канашлăвăн малалли пайĕ Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче тăсăлчĕ. 2022 çул Патăрьел тăрăхĕн историйĕн страницине сумлă пулăмсемпе çырăнса юлчĕ. Муниципалитет округĕ 95 çулхи юбилейне паллă турĕ, пурте кăмăллакан Акатуй-Сабантуй Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансемпе хаклă хăнасене 70-мĕш хут йыхравларĕ.

 Иртнĕ çулхи февралĕн 24-мĕшĕнче РФ Пуçлăхĕ Владимир Путин Украинăра ятарлă çар операци пуçланнине пĕлтерчĕ. Патăрьел паттăрĕсем те çĕршыва хỹтĕлеме кайрĕç. Çар çыннисене тата вĕсен çемйисене кашнийĕ май пур таран пулăшма тăрăшать. Паяна муниципалитет округĕнче пурăнакансем аллине пăшал тытнă ентешсем валли 12 млн тенкĕ ытла укçа, тăватă автомобиль, апат-çимĕç, тумтир, куллен кирлĕ япаласем пухса ярса панă.

Шел пулин те, вăрçă çухатусăр пулмасть. Тăван çĕршыва хỹтĕлесе пуçне хунă салтаксене асăнса пĕр минут шăп тăнă хыççăн канашлу малалла тăсăлчĕ. Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов 2022 çул кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕ, экономикăри тата социаллă сферăри ырă улшăнусене палăртнипе пĕрлех çитменлĕхсене каларĕ, малашлăхри тĕллевсемпе паллаштарчĕ.

Çитĕнỹсем вăй хумасăр пулмаççĕ

Пĕрлештернĕ бюджетăн тăкакĕ пĕр миллиард та 66 млн тенкĕ пулнă. Виçĕмçулхинчен 11 процент ытларах.

Çулталăкра налук 2021 çулхинчен 10 млн тенкĕ нумайрах кĕрсе 107 млн тенкĕпе танлашнă. Хисеп тата та пысăкрах пулмалла пулнă, вырăнти налуксемпе 13 млн тенкĕ илсе çитереймен. Ку енĕпе уйрăмах Шăхач, Алманчă, Аслă Чемен, Çĕнĕ Ахпỹрт, Çĕньял, Туçа, Сăкăт, Пăлапуç Пашьел, Тутар Сăкăт тата Хирти Пикшик территори пайĕсен ытларах тăрăшмалла.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансем çĕрпе усă курса, выльăх-чĕрлĕх çитĕнтерсе тупăш кĕртеççĕ. Муниципалитет виççĕмĕш çул умлă-хыçлă 34 пин гектартан пуçласа 54 пин гектар таран ял хуçалăх çĕрĕ йышăнакан республикăри муниципалитет округĕсем хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăнать. РФ Ял хуçалăх министерстви йĕркелекен "Ылтăн кĕркунне" куравран иртнĕ çул "Ял территорийĕсен комплекслă аталанăвĕнчи кăтартусенчи пысăк çитĕнỹсемшĕн" конкурсăн "Ял территорийĕсен комплекслă аталану проектне реализацилеме бюджетран мар инвестици кĕртессипе чи лайăххи" номинацире кĕмĕл медаль илме тивĕçнĕ.

Республикăра муниципалитетсем хушшинче инвестици профилĕсене презентацилессипе стратегилле сесси иртнĕ. Пĕтĕмлетỹ тăрăх, Патăрьел муниципалитет округĕ хăйĕн аталану çул-йĕрне палăртассипе хатĕрленĕ проектсемпе, бизнес-тĕллевсемпе иккĕмĕш вырăн йышăннă.

Тĕрлĕ финанс çăлкуçĕнчен кĕнĕ укçапа пĕлтĕр 250 млн тенкĕлĕх 18 объект хута кайнă, 30 ĕç вырăнĕ хушăннă. Вĕсенчен 12-шĕ - выльăх-чĕрлĕх тата ỹсен-тăран отраслĕнче, иккĕшĕ - тирпейлỹ, тăваттăшĕ потребитель сферинче. Анчах Алманчă, Пăлапуç Пашьел, Аслă Чемен, Шăхач, Тутар Сăкăт, Çĕньял территори пайĕсенче ял хуçалăх енĕпе пĕр проект та хута яман!

Кăçал 213 млн тенкĕлĕх 17 проекта пурнăçа кĕртме палăртнă.

Çулталăк тăршшĕпе пурĕ 5 млрд та 135 млн тенкĕлĕх продукци туса илнĕ. Çанталăк шăрăх тăнине пăхмасăр аграринче вăй хуракансем пысăк тухăç пуçтарса кĕртме пултарчĕç. 65 пин тонна тыр-пул çапса тĕшĕленĕ, вăтам тухăç пĕр гектартан 35 центнерпа танлашнă. Çавăн пекех çĕр улми 21 пин тонна (2021 çултинчен икĕ хут нумайрах), 1700 тонна яхăн пахча çимĕç, 9 пин тонна ытла сухан-çевок, 14,5 пин тонна сахăр кăшманĕ, 2000 тонна ытла хĕвел çаврăнăш пухса илнĕ.

Юлашки çулсенче машинăпа трактор паркĕсем чылай çĕнелчĕç. Çакăнта туяннă ял хуçалăх техникин 40 процентне патшалăх субсидилени пысăк витĕм кỹчĕ.

амăр тăрăхра çитĕнтернĕ ял хуçалăх продукчĕсене вырăнтах тирпейлесе сутасси тĕп тĕллевсенчен пĕри шутланать. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче ку ыйтупа çине тăрса ĕçлеççĕ. Муниципалитет территоринче выльăх пусса тирпейлекен 13 пункт, аш-какая тата сĕте тирпейлекен 6 кооперативпа тăватă фермер хуçалăхĕ пур.

Кăтартусем куç умĕнче, анчах тĕллевсем тата пысăк-ха. Сыр пĕçерекен икĕ объектăн проектне реализацилессипе малалла тăрăшаççĕ. Кăçал тата "Агроспутник" кооператив сĕт тирпейлекен цех, малашлăхра çулталăкне 400 пин тонна хăватпа ĕçлемелле, тума палăртнă. Çавăн пекех пирĕн республикăшăн та çĕнĕ ене, çĕр улмие тарăннăн тирпейлекен цеха, хăпартма пикеннĕ. Ыхра Çырми территори пайĕнче çĕкленекен "Батыревский" агропарк та муниципалитет пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăнасси каламасăрах паллă.

 Яка çулпа утма, хăтлă çĕрте пурăнма аван

2022 çулта строительствăна 582 млн тенкĕ хывнă, вăл шутран çул-йĕре - 468 млн тенкĕ, çурт-йĕртпе коммуналлă хуçалăха - 13 млн тенкĕ, пуçарулăх бюджетне - 28 млн тенкĕ, хăтлă хула хутлăхне йĕркелеме - 20 млн тенкĕ, ял территорийĕсен комплекслă аталанăвне - 37 млн тенкĕ, экологие - 2 млн тенкĕ ытла, çынсен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма - 14 млн тенкĕ.

Пуçарулăх бюджечĕпе уйрăмах Патăрьел, Çĕнĕ Ахпỹрт тата Шăнкăртам территори пайĕсенче пурăнакансем хастар усă кураççĕ. Ишлĕ, Пикшик, Первомайски, Тăрăн, Шăхач территори пайĕсенче хушма укçа кĕртсе халăха хумхантаракан ыйтусене татассипе тивĕçлĕ шайра ĕçлемеççĕ.

2022 çулта строительство материалĕсен хакĕсем палăрмаллах ỹснине пăхмасăр 14 пин тăваткал метр çурт хута кайнă, планпа вара 13900 тăваткал метр пăхса хăварнă. Кăтартупа муниципалитет округĕ республикăра та малтисен йышĕнче.

Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх теми округшăн чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри шутланать. Патăрьелĕнчи канализаципе тасатакан сооруженисене реконструкцилесси - хумхантаракан ыйту.

2022 çулта объектпа проект документацийĕ хатĕрленĕ, хальхи вăхăтра патшалăх экспертизи витĕр тухать. Патăрьелĕн хĕвел тухăç пайĕнче тасатакан çĕнĕ сооруженисем тума пикеннĕ.

2022 çулта Шăмăршăри шыв управĕнчен Шăмăршă, Патăрьел, Комсомольски тăрăхĕсене килмелли таса шывăн пĕрре, виççĕ тата тăваттăмĕш пускĕсене туса пĕтернĕ. Паяна шыв пăрăхĕсене 17 яла хывса çитернĕ. 2023 çулта 5 тата 6 пусксене ĕçе кĕртмелле, çапла вара тата 21 яла шыв пăрăхĕсем пыраççĕ.

Çул пур çĕрте пурнăç пур тесе ахальтен каламаççĕ. Округра çакна тĕпе хураççĕ. 2022 çулта çул-йĕре пăхса тăма 468 млн тенкĕ ытла уйăрнă.

 Район пĕлтерĕшлĕ автоçулсенчен Сăкăта, Еншике, Красномайскине, Татмăша, Пăлапуç Нурăсне каяканнисен участокĕсене - пурĕ 8,5 çухрăм - юсанă. Ялсенчи урамсене 10,5 çухрăма вак чулпа витнĕ.

Шăнкăртамри Ленин урамĕнчи 2,5 çухрăма республикăн адреслă инвестици программипе пĕлтĕр юсарĕç. Контрактпа килĕшỹллĕн 2023 çулта ĕçе вĕçлемеллеччĕ, подряд организацийĕ маларахах хута ячĕ. Çавăн пекех Калинино-Патăрьел-Елчĕк автоçула 15 çухрăм - Первомайскинчен пуçласа федерацин А-151 трасси таран - çĕнетнĕ.

2023 çулта Красномайскине, Пăлапуç Пашьелне, Тутар Сăкăтне, Татмăша каякан çулсен участокĕсене - пурĕ пĕрле 9,8 çухрăм - тирпейлемелле.

"Шăнкăртамри "Южный" микрорайона "Комплекслă компактлă çуртсем" программăпа электричествăпа тивĕçтерекен сетьсене 21 çухрăм тăснă. Кăçал кунта газ пăрăхĕсене 18 çухрăм хывма пăхса хăварнă.

Тăрăшса вĕренме, сывлăха çирĕплетме - тивĕçлĕ условисем

Кăçалхи çулталăка Раççей Президенчĕ Владимир Путин Педагог тата наставник, Чăваш Республикинче Телейлĕ ачалăх çулталăкĕ тесе палăртрĕç. Вĕрентекенсене, воспитательсене, хушма пĕлỹ паракансене тимлĕх кирлех.

"Вĕрентỹ" наци проекчĕпе 2022 çулта округри пĕлỹ çурчĕсен пурлăхпа техника базине пуянлатма 13 млн тенкĕ ытла уйăрнă. Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти физкультурăпа спорт зонине туса пĕтернĕ, Ыхра Çырминчи вăтам шкулăн çĕнĕ çуртне тăвассипе ирттернĕ экспертиза ăнăçлă килнĕ, Хирти Пикшик шкул территорине хăтлăх кĕртме 10 млн тенкĕ уйăрнă.

Кзыл Чишмара çамрăксен "Сэлэт-Батыр" обществăлла центр хута кайни, Çĕнĕ çул умĕн пилĕк шкул автобусĕ килни те савăнтарать.

Вĕрентỹ пахалăхĕн кăтартăвĕ республикăра Юхмапа Пăла тăрăхĕнче яланах чи лайăххисенчен пĕри. 2021 çулта - пĕрремĕш, иртнĕ çул вара иккĕмĕш вырăн, Шупашкар хыççăн, йышăннă.

Çĕнĕ Ахпỹртри тата Ишлĕри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсем кивĕ, çакă пăшăрхантарать. Ку ыйтăва татма Çĕнĕ Ахпỹртри ача сачĕ тата Ишлĕри пĕлỹ çурчĕ çумне спортзал туса пуçламăш шкул-ача сачĕ тумалла. Асăннă объектсене республикăн адреслă инвестици программине кĕртессишĕн тăрăшаççĕ.

 Округра çынсене ĕçлеме, сылăха çирĕплетме, культурăллă канма та май пултăр тесе тăрăшаççĕ. 2022 çулта культура учрежденийĕсен пурлăхпа техника базине пуянлатма 6 млн тенкĕ усă курнă. Первомайскинчи культура çуртне тата Патăрьелĕнчи ача-пăча искусство шкулне, Пăлапуç Пашьелĕнчи тата Кзыл Камышри клубсене юсама, Тури Чакăра 100 вырăнлăх клуб тума проектпа смета документацийĕсене хатĕрленĕ.

 "Культура" наци проекчĕпе Патăрьелĕнчи ача-пăча библиотеки валли 5 млн тенкĕлĕх оборудовани туянмалла.

Çынсен чирне вăхăтра тупса палăртас, сиплес тесен больницăсене, ФАПсене çĕнетмелле, кадрсемпе тивĕçтермелле, пурлăхпа техника базине пуянлатмалла. 2022 çулта Сăкăтра врач амбулаторийĕ хута кайрĕ, Первомайскинчи тĕплĕ юсав хыççăн пациентсене йышăнма пуçларĕ. Тикешри фельдшерпа акушер пунктне те халь кĕрсе тухма кăмăллă. Патăрьелĕнчи тĕп больницăн поликлиникин фасадне, стационарăн тĕп корпусне, рентген кабинечĕсене, шыв паракан башньăна, вертолет анса ларамалли лапама юсанă. Çак ĕçсене пурнăçлама 113 млн тенкĕ ытла уйăрнă.

Тумаллисем тата нумай-ха. Кăçалхи виççĕмĕш кварталта Кзыл Камышра çĕнĕ ФАП алăкĕсем уçăлмалла, Çĕнĕ Ахпỹртре, Шăнкăртампа Нăрваш Шăхалĕнче врач амбулаторийĕсем çĕклеме проектпа смета документацийĕсене тума пуçăннă.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Антонов Патăрьел муниципалитет округĕ аталаннине, çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртнине, фермăсем, цехсем хута кайнине каларĕ. Вырăнти власть, депутатсем тата халăх пĕр шухăшлă, кар тăрса ĕçленĕрен Патăрьелсем малтисен шутĕнче пулнине палăртрĕ. Канашлăва ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов пĕтĕмлетрĕ. Çавăн пекех залра ларакансем хăйсене, халăха пăшăрхантаракан ыйтусене çĕклерĕç, хуравсем илчĕç.

Мероприятинче "Професси тĕлĕшĕнчен чи лайăххи" конкурсра çĕнтерннисене те саламларĕç, нумай ачаллă çемьесене, тăлăхсене çурт-йĕрпе патшалăх тивĕçтернине çирĕплетекен сертификат пачĕç.

О. ПАВЛОВА.

Хаклав

Владимир СТЕПАНОВ, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ:

- Патăрьел мунициплитет округĕ туслă ĕçленĕрен кăтартусем те савăнтараççĕ. Кунта çынсене пурăнма тивĕçлĕ условисем туса парассишĕн тăрăшаççĕ. Пуçарулăх бюджечĕпе усă курса территорисене хăтлăлатаççĕ. Çамрăксем ĕçленипе пĕрлех канасшăн та, сывлăхне те çирĕплетесшĕн. Шăпах наци проекчĕсем, республика программисем халăх пурнăçне лайăхлатма майсем туса параççĕ. Округ вĕсене хастар хутшăнать.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче агропромышленность комплексĕ те аван тĕрекленет. Çĕнĕ предприятисем уçăлаççĕ, ял хуçалăхĕ вăй илет. Республика экономикин аталанăвĕнче Патăрьел тăрăхĕн тỹпи те пур.

Евгений МАРТЫШКИН, фермер, Патăрьел муниципалитет округĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ:

 - Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансем яланах ĕçченлĕхне, çĕнĕлĕхсене кĕртме, çитĕнỹсем тума пултарнипе палăрнă. Паянхи канашлу та çакна тепĕр хут çирĕплетрĕ. Округра кашни отрасле тимлĕх уйăраççĕ. Юлашки çулсенче патшалăх ял хуçалăхне тата ытларах та пăхни питĕ савăнтарать. Туяннă техникăн 40 процентне субсидилени ырă пулăм. Унпа пирĕн фермер хуçалăхĕ те усă курчĕ.

Людмила ЛЯЛИНА, Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкул директорĕ:

- Муниципалитетăн иртнĕ çулхи социаллă пурнăçпа экономика кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ, çитĕнĕвĕсене палăртнă май эпĕ те хам шухăша каласа хăварас тетĕп. Иртнĕ çулхи декабрĕн 23-мĕшĕнче пирĕн шкулта физкультурăпа спорт зони хута кайрĕ. Ăна "Демографи" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн тунă.

Мĕн тери илĕртỹллĕ зона вăл халĕ. Унта ачасем тĕрлĕ вăйă выляççĕ, физкультура урокĕсене çавăнта ирттереççĕ. Акционерсен "Батыревский" хупă пĕрлешĕвĕн ĕçченĕсем те кăмăллă çакăнпа. Вĕсем çитĕнекен ăрупа кунта пĕрлехи мероприятисене йĕркелеççĕ. Çуллахи вăхăтра çулленех пулакан футбол ăмăртăвне ирттермешкĕн хăтлă вырăн пурри чăннипех те савăнтарать. Спорт пурнăç норми пултăрах.

Николай СЕЛИВАНОВ, КПРФ Патăрьел райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ:

- Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов хăйĕн отчетĕнче Юхмапа Пăла тăрăхĕн иртнĕ çулхи ĕç-хĕлне курăмлăн çутатрĕ. Слайдпа кăтартса пынăран вăл чылайлăха асра юлĕ. Çулталăк пĕтĕмлетĕвĕнче мĕн пур сферăри ĕç-хĕле критикăлла анализ туни, аталану резервĕсене палăртни курăнчĕ. Çакă вара - çĕнĕ инçет. Муниципалитет округĕн администрацине палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртме ăнăçу сунатăп.

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика