Икĕ мăшăр виçĕ "3"ллĕ куна суйласа илнĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 14.03.2023, 21:03 Просмотров: 507

ПАТĂРЬЕЛĔНЧИ Мăшăрлану çуртĕнче çамрăксем ытларах шăматкун çырăнаççĕ, çемье çавăракансем сумлă мероприятире пĕр-пĕрне ылтăн çĕрĕ тăхăнтартаççĕ. Эрнекунсенче янăракан Мендельсон маршĕ вара тепĕр чухне пĕр-пĕр сăлтавпа та çыхăнать. Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ умĕнхи "3.03.2023" виçĕ "3"ллĕ эрнекуна Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакан икĕ мăшăр суйласа илнĕ. Нăрваш Шăхалĕнчи Алексейпе Татьяна тата Шăнкăртамри Данилпа Ильмира çуркуннен пĕрремĕш уйăхĕнче çемье çавăрнă малтанхи мăшăрсем. Ырă йăла-йĕркепе ЗАГС пайĕн специалист-эксперчĕ Валентина Петрова вĕсене Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн саламлă çырăвне парса чыс тунă, ĕмĕр тăрăшшĕпех таса юратăва упрама ырă суннă.

Сăмах май каласан, март уйăхĕнчех кĕçнерникун çырăнакансем те пулаççĕ-ха. 23.03.2023-мĕшĕнче виçĕ мăшăр туй кĕрлеттерме шутлать.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика