Иксĕлми ыр кăмăллăх салтаксене хавхалантартăр

Категория: Публикации Опубликовано: 09.03.2023, 09:35 Просмотров: 622

ПАТĂРЬЕЛ муниципалитет округĕнчен Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансем патне гуманитари пулăшăвне çитересси малалла пырать. Волонтерсемпе уйрăм хастарсем пысăк туйăмпа, таса чун-чĕрепе çак ĕçе пурнăçласа пыни савăнтарать çеç мар, салтаксене хавхалантарать, çĕнтерĕве çывхартма пулăшать, пĕрлехи вăя, нацистсене хирĕç мĕн пур халăхпа кар тăнине те çирĕплетет. Ыр кăмăллăх акцийĕсене çамрăксем те, ваттисем те, çемьесемпе те хутшăнаççĕ, предпринимательсем, фермер хуçалăхĕсем те айккинче юлмаççĕ.

Тивĕçлĕ канăва тухнă ватăсем хăйсен пысăках мар пенсийĕсенчен чун ăшшине ентешĕмĕрсем патне çитерме тăрăшнине те пысăк хак памалла. Çак кунсенче çеç Пăлакассинчи Анфиса Уруковăпа Елена Федорова пенсионерсем гуманитари пулăшăвне йĕркелекен Юрий Тинюков волонтер патне иккĕшĕ те пилĕкшер пин тенкĕ укçа илсе килнĕ. "Пирĕн пĕчĕк пулăшу салтаксене пысăк савăнăç парнелетĕр, вĕсем частарах тăван тăрăха тĕрĕс-тĕкел таврăнччăр",-теççĕ асламăшĕ-кукамăшĕсем чун-чĕререн вĕсем патне ăшă салам çитернĕ май.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика