Спорт хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 03.03.2023, 21:28 Просмотров: 657

Йĕлтĕр сырчĕç, старта тăчĕç

Чăваш Республикин ветеранĕсем хушшинчи йĕлтĕр спорчĕн чемпионне, спорт мастерĕн кандидатне Виталий Маркиданова асра тытса Кĕçĕн Арапуçĕнче йăлана кĕнĕ 37-мĕш чупу иртрĕ. Унта тĕрлĕ çулхи 100 ытла йĕлтĕрçĕ хутшăнчĕ. Чи асли вара Еншик ялĕнчи 92 çулхи Николай Урмаков, чи кĕçĕнни 6 çулхи Арина Осипова пулчĕ.

Спортсменсене Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, СССР йĕлтĕр спорчĕн мастерĕсем Николай Николаев, Василий Алексеев, Татьяна Маркиданова, Раççей спорт мастерĕ Владимир Маркиданов, Раççей тава тивĕçлĕ тренерĕ Валерий Афанасьев саламларĕç.

Ăмăртăва хутшăнакансем вăй-хала çирĕплетрĕç, кăмăл-туйăма савăклатрĕç.

Çĕнтерỹçĕсем вара кубоксене, грамотăсене, медальсене, хаклă парнесене тивĕçрĕç.

Шашка вăййи илĕртỹллĕ

Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин кунĕ ячĕпе Патăрьелĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕпе "Паттăр" ФСКара шашкăлла выляссипе йăлана кĕнĕ турнир иртнĕ. Унта 13 спортсмен явăçнă. Пĕрремĕш турпа Анатолий Тинюков, иккĕмĕшĕпе Николай Федоров мала тухнă.

Никамшăн та вăрттăнлăх мар: шашка вăййи çыннăн интеллектуаллă шухăшлавне аталантарма пулăшать, юлташран вăйлăрах тавçăрса выляма хăнăхтарать, мораль тĕлĕшĕнчен, эмоци шайĕнчен çирĕплетет, вăй-хала шанма вĕрентет.

Кубока алăран вĕçертмен

Кивĕ Ахпỹртре Алексей Антипова асра тытса арçынсем хушшинче волейболла выляс енĕпе турнир иртнĕ. Унта 4 команда хутшăннă. Пĕрремĕшпа виççĕмĕш вырăнсене ял спортсменĕсенчен тăратнă ушкăнсем йышăннă. Иккĕмĕш вырăна Туçа команди тухнă.

Кĕçĕннисем те аван вылянă

Кĕçĕн Патăрьелĕнчи "Олимп" стадионта пурнăçран ир уйрăлнисене асра тытса футболла выляса йăлана кĕнĕ турнир ирттернĕ.

Малтанах 2010-2012 çулсенче çуралнă ачасем хушшинче (Патăрьелĕнчи "БТВ"па Кĕçĕн Патăрьелĕнчи "Юность" командăсем) юлташла тĕл пулу йĕркеленĕ. Кĕçĕннисене пылак çимĕçпе сăйланă.

Аслисем хушшинче вара "Дружба" пĕрремĕш, "Гигант-2" иккĕмĕш, "Олимп" виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Александр Баринов "Чи лайăх бомбардир", Никита Александров "Чи лайăх вратарь", Сергей Вахмистров "Чи лайăх хỹтĕлевçĕ", Владислав Галкин "Чи лайăх тапăнса вылякан", Алексей Григорьев "Чи лайăх вылякан" ятсене, ачасем хушшинче Максим Абужаров "Чи лайăх вратарь", Арсений Волков "Чи лайăх хỹтĕлевçĕ", Илья Ильин "Чи лайăх тапăнса вылякан", Владимир Сафьянов "Чи лайăх вылякан" ятсене тивĕçнĕ.

А. ИВАНОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика