Тĕл пулура - ветеран-пограничниксем

Категория: Публикации Опубликовано: 03.03.2023, 21:22 Просмотров: 680

 Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин кунне уявланă май тата хỹтĕлевпе массăллă ĕçсен уйăхлăхне хутшăнса, Украинăра ятарлă çар операцийĕ пынă вăхăтра "Хамăрăннисене пĕл" акципе килĕшỹллĕн Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулăн 1 б класне пограничник-ветерансем тĕл пулăва килчĕç. Патриотизм урокне вăрçă вучĕ витĕр тухнă, тăнăç пурнăç хакне пĕлекенскерсем хутшăнни - ырă йăла. Вĕренекенсем Анатолий Быков, Николай Тинюков, Михаил Харитонов каласа панине тимлĕн итлерĕç. Анатолий Алексеевичăн, Николай Ивановичăн, Михаил Мироновичăн çар пурнăçĕ, Афганистанри тапхăрĕ пурне те кăсăклантарчĕ. Ачасен те вĕсем пекех çирĕп те паттăр пулас килчĕ. Чылай çамрăк кун-çулĕ вăрçа пула татăлни пăшăрхантарчĕ вĕсене.

 Пограничник-ветерансем ачасене, ашшĕ-амăшне "Паттăр валли ăшă", "Салтак патне çыру" акцисене хастар хутшăннăшăн тав турĕç. Çитĕнекен ăруран хыпар илни хавхалантаратех пиччĕшĕсене. Гуманитари пулăшăвĕ те савăнтарать.

В. АППАКОВА, класс ертỹçи

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика