Фестиваль иртрĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 03.03.2023, 21:21 Просмотров: 675

Округри вĕрентỹ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт управленийĕн планĕпе килĕшỹллĕн Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта "Ют чĕлхе урокĕсем" фестиваль иртрĕ. Ăна Раççей Федерацийĕнчи Педагогпа наставник, Чăваш Республикинчи Телейлĕ ачалăх çулталăкне халалларĕç. Фестивале педагогсем 20 мероприяти тата 19 методика ĕçĕ тăратрĕç. Вĕсем 5 номинацинче тупăшрĕç. "Чи лайăх акăлчан чĕлхи урокĕ" тата "Чи лайăх мастер-класс" номинацисенче З.Чабатова çĕнтерчĕ. "Класс тулашĕнчи чи лайăх мероприяти" номинацире Феизов ячĕллĕ Шăнкăртамри вăтам шкулти Ч.Ишмуратова тата Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Ф.Югаметова мала тухрĕç. "Чи лайăх пĕрлештернĕ урок" номинацинче Г.Пазюковăпа физикăпа вĕрентекен Л.Субханкуллова (Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкул) çĕнтерỹçĕ ятне тивĕçрĕ. "Чи лайăх методика ĕçĕ" номинацине те хастар хутшăнчĕç. Кунта Т. Митрофанова (Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкул) тата М.Стефейкина (Турханти вăтам шкул ) çĕнтерчĕç.

 Фестивале пĕтĕмлетнĕ май, акăлчан чĕлхипе вĕрентекен ассоциацийĕн ертỹçи З.Чабатова çулсерен йыш хушăнса пынине палăртрĕ.

 Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене Хисеп хучĕсемпе хавхалантарчĕç.

Н. КОШЕЛЕВА. Аслă Чемен ялĕ

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика