Кашни ыйтупах - тулли хурав

Категория: Публикации Опубликовано: 03.03.2023, 21:17 Просмотров: 601

Февралĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсемпе анлă пресс-конференци ирттерчĕ. Унта пĕрремĕш хут шкулсемпе студентсен медиастудийĕсем те хутшăнчĕç. Мероприятие тỹрĕ эфир урлă Чăваш Ен НТРК, "Контактра" социаллă сетьри "Олег Николаев. Чувашия" ушкăнра, "Телеграмри" Олег Николаев каналта паллашма май пулчĕ. Икĕ сехет те 20 минута тăсăлнă тĕл пулура Олег Алексеевич тĕрлĕ темăпа хускатнă 36 ыйтăва тĕплĕн хуравлама пултарчĕ.

Пресс-конференцире ытларах Украинăри ятарлă çар операци теми тĕп вырăн йышăнчĕ. Регион ертỹçи унта хутшăнакан салтаксене тата вĕсен çемйисене пулăшас тĕллевпе республикăра та Патшалăх фондне йĕркеленине пĕлтерчĕ. Вăл хăш учрежденире пулассипе кăсăкланнă хыççăн Олег Алексеевич: "Чăваш Енре вăл пĕр-пĕр учрежденире мар, мĕн пур юхăма пĕрлештерекен тытăм пулса тăрĕ. Юридици ыйтăвĕсене татса парсанах ĕçлесе кайĕ", - терĕ.

Украинăри ятарлă çар операци хăçан вĕçленесси çинчен ыйтсан ЧР Пуçлăхĕ çапла хуравларĕ:

- Çĕнтерỹ хăвăртрах пултăр тесе эпир пĕтĕм халăх хутшăннипе нумай ĕç туса ирттеретпĕр, салтаксене, вĕсен çемйисене те пулăшусăр хăвармастпăр. Кăçал çĕнтерỹ пуласса шанса тăратăп.

 Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмĕнче юсав ĕçĕсем пурнăçласси пĕлтерĕшлĕ. Сăмахран, нумай хваттерлĕ çуртсенче 1800 лифт улăштармалла. Округсенче шыв башнисене, тасатакан сооруженисене çĕнетмелле. Ку ыйтусем Çĕмĕрле, Улатăр, Сĕнтĕрвăрри хулисене ытларах пырса тивеççĕ.

Республика Пуçлăхне санкцисен списокне кĕртнĕ. Мероприятире кун пирки те калаçу пулчĕ.

- Санкцисен списокне кĕртнине мана пысăк паллăпа хакланă пек йышăнатăп, - терĕ Олег Алексеевич. - Эпĕ чикĕ леш енне тахçанах тухса çỹремен, çавăнпа санкцисем мана мĕнле те пулин витĕм кỹнине туймарăм. Пирĕн Раççей пысăк. Кашни субъектра курмалли нумай. Кăçал Телейлĕ ачалăх çулталăкĕнче ачасене хамăрăн республикăпа лайăхрах паллашма май туса парăпăр.

Олег Николаев юлашки çулсенче агротуризмпа кăсăкланакансем нумайланнине, наци уйрăмлăхне палăртассипе тĕрĕс вăй хурсан регион туристсемшĕн илĕртỹллĕрех пулассине, комплекслă тăрăшни инвестици вырăнĕсене уçма май панине те палăртрĕ.

 Пĕрлехи налук счечĕ çине куçни финанс ĕçне нумай кĕтменлĕх кĕртнĕ. Чăваш Енре ку тĕлĕшпе лару-тăру начар мар. Асăннă мел çынсене налук вычечĕсене илме май парать. Пĕрлехи налук счечĕ муниципалитет реформине лайăх витĕм кỹрет, çакă ĕçе ансатрах ирттерме май парать.

Тĕл пулура усрав ачасене куçран вĕçертменни, çавăн пекех кăçал 6 тата ытларах ачаллă çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтересси пирки те калаçу пулчĕ.

Хăй тытăмлăх органĕсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки сăмах хускатнă май республика Пуçлăхĕ Олег Николаев муниципалитет округĕсен ертỹçисене малашне тỹрĕ суйлавпа палăртасси патне пынине каларĕ.

 - Чи малтанах пирĕн яваплăха ỹстермелле. Чиновниксен хăйсен тĕллевне, халăх сăлтавсăр ỹпкеленине пăхмасăр, пурнăçлама тăрăшмалла. Çав вăхăтрах ỹпкелешекен çынсем сахал пулни те савăнтарать, - терĕ.

Олег Алексеевич пресс-конференцинче тата ытти ыйтусене те тĕплĕн хуравларĕ, малашне те çак форматпа тĕл пулусем ирттерессине каларĕ.

О. ПАВЛОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика