Коронавирус хăй пирки аса илтерсех тăрать...

Категория: Публикации Опубликовано: 03.03.2023, 21:14 Просмотров: 707

ЮЛАШКИ вăхăтра коронавирус пирки питех калаçмастпăр. Çакă усал чир пĕтнине пĕлтермест. Патăрьелĕнчи тĕп больницăри инфекци уйрăмĕн заведующийĕ Антонина Чернова хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра пилĕк çын çак чиртен сипленет. Республикипе илес пулсан вара ăна парăнтарайман тĕслĕхсем те пур. Январь уйăхĕнче 9, февральте 6 çыннăн пурнăçĕ шăпах çак чире пула татăлнă. Ваттисем усал утпа çỹрет тенĕ. Коронавирус чирĕ çĕнĕрен вăй ан илтĕр тесен хамăрăн ытларах асăрханмалла, гигиена йĕркине пăхăнмалла, çын йышлă çỹрекен вырăнта маска тăхăнни те сиенлĕ мар, вăхăтра прививка тутарни те хамăрăн сывлăхшăнах пĕлтерĕшлĕ.

Архив материалов

Июнь 2023
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 1 2

Яндекс.Метрика