Кашни паттăр асра, кашни çын чĕринче

Категория: Публикации Опубликовано: 01.03.2023, 23:27 Просмотров: 620

 Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин кунĕ умĕн, февралĕн 22-мĕшĕнче, Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ Евгений Семенов, тĕрлĕ çарта службăра тăнă ветерансем Патăрьелĕнче Тăван çĕршывăн Аслă, Чечен тата Афганистан вăрçисенче вилнĕ салтаксене халалласа лартнă палăксем умне чечексем хучĕç, ентешсене асăнса пуç тайрĕç. - Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн пуçĕсене хунă паттăрсене пирĕн манăçа кăларма юрамасть, вĕсене хисеплемелле, сума сумалла.

 Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин тата ытти хирĕçле лару-тăрăва хутшăннă ветерансене, запасри офицерсемпе рядовойсене, çĕршыва хỹтĕлесе паянхи кун çар тивĕçне пурнăçлакансене тав тăватпăр. Раççей çар çыннин паттăрлăхне тата мăнаçлăхне кăтартакан уяв кашни ăрăва пĕрлештерет. Ахальтен мар ĕнтĕ Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин кунĕ халăх уявĕ пулса тăчĕ, - терĕ Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ветерансене муниципалитет пурнăçне хастар хутшăннишĕн, çамрăксенче çарпа патриотлăх туйăмне вăйлатассишĕн тăрăшнишĕн тав тунă май.

О. ПАВЛОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика