Пирĕн ентешсем

Категория: Публикации Опубликовано: 07.02.2023, 19:15 Просмотров: 660

Ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе Раççей спорт мастерĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ (1995 ç.), Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ тренерĕ (1997), ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе Раççей чемпионачĕн çĕнтерỹçи тата призерĕ (1975, 1981) Владимир Михайлович Семенов (09.02.1958) 65 çул каялла Каншелĕнче çуралнă.

В. Семенов - Патăрьелĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн воспитанникĕ. Вăл Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн 1982-1983 çулсенче Шупашкарти (ДСО "Урожай") ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн тренер-преподавателĕ пулса ĕçленĕ. 1983-1988 çулсенче çак шкултах ирĕклĕ майпа тата тутарла-пушкăртла кĕрешес енĕпе аслă тренер пулса вăй хунă. 1988 çултан - ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе Чăваш Республикин аслă тренерĕ, 2010 çултан - республикăри В. Соколов ячĕллĕ олимп резервĕсен ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн аслă преподавателĕ. Владимир Михайлович 40 ытла СССР тата Раççей спорт мастерĕ хатĕрленĕ. 1995 çултанпа - Чăваш Республикин ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен федерацийĕн президенчĕ. Çавăн пекех В. Семенов Шупашкарти Патăрьел ентешлĕхне те чылай çул ертсе пынă

Ученăй-экономист, экономика наукисен кандидачĕ (1965 ç.), Коми АССРĕн наукăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1988) Василий Николаевич Ахмеев профессор (09.02.1933 -22.12.2005) 90 çул каялла Еншикре çуралнă.

В. Ахмеев И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх институтĕнче, Горький патшалăх педагогика институтĕнче вĕреннĕ. Ун хыççăн Камчаткăри тата Сахалинти шкулсенче ачасене вĕрентнĕ. 1964 çулта Коми патшалăх педагогика институтĕнче ĕçлеме пикеннĕ: аслă преподаватель, доцент, философипе политэкономикин кафедрин заведующийĕ, профессор, 1972-2003 çулсенче ректор.

Вăл 100 ытла наука ĕçĕпе методика пособийĕн, 5 монографин авторĕ. Василий Николаевича Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе тата медальсемпе чысланă.

("Çулталăк кĕнекинчен")

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика