Ĕçĕсене кура - чысĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 07.02.2023, 19:10 Просмотров: 463

Патăрьелĕнчи ачасен ăсталăх шкулĕ пĕлтĕр хăйĕн 60 çулхи юбилейне паллă турĕ. Çак хушăра кунтан çĕр-çĕр ача вĕренсе тухнă. Илнĕ пĕлỹ чылайăшне аслă шкулсене кĕме май панă. Вĕренекенсем тĕрлĕ конкурса явăçса хăйсен пултарулăхне кăтартаççĕ. Çитĕнекен ăрупа 20 преподаватель ĕçлет. Кашнийĕ хăйĕн ĕçне чун-чĕре хушнипе пурнăçласа пырать. Çакна виççĕшĕ - Анастасия Носкова, Радия Чуварова, Алина Купкенова - Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендиачĕ пулни те уççăн çирĕплетет. Эппин, паллашар-ха вĕсемпе.

Анастасия Носкова хор тата вокал уйрăмĕн, предметсен теорийĕн преподавателĕ. Ĕçе Шупашкарти музыка училищинчен вĕренсе тыхнă хыççăн пуçăннă. Пĕрлех пĕлĕвне Шупашкарти культурăпа искусство институтĕнче малалла тăснă.

Аслă категориллĕ вĕрентекенĕн ĕç стажĕ 11 çул. Çак хушăра вăл ĕçченлĕхпе, ачасемпе, вĕсен ашшĕ-амăшĕпе, коллективпа пĕр чĕлхе тупма пĕлнипе палăрчĕ. Занятисене вĕрентĕвĕн çĕнĕ стандарчĕпе килĕшỹллĕн ирттерет. Юлашки 5 çулта унăн 3 вĕренекенĕ Шупашкарти, Хусанти, Чулхулари ятарлă пĕлỹ паракан тата аслă вĕренỹ заведенийĕсене вĕренме кĕни те кăмăллă.

Анастасия Андреевна район администрацийĕн пуçлăхĕн Тавне, Хисеп грамотине тивĕçнĕ. Ытти чыславсем те пур унăн. Çавсемех тата тăрăшуллă ĕç преподавателе маларах та Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине илсе тăма тивĕçтернĕ.

Алина Купкенован ĕç стажĕ сахалрах. Çавах та аслă пĕлỹллĕ, пĕрремĕш категориллĕ специалист ачасене дизайнпа ỹнер ăсталăхĕпе малалла аталанма пулăшакан чи кирлĕ хăнăхусене парать. Хăйĕн педагогика ăсталăхне те ỹстерсех пырать. Пуçарулăхĕ çитет унăн. Ачасемпе ăсталанă алă ĕçĕсем тĕрлĕ шайри конкурссене хутшăнаççĕ. Çакă савăнтарать, кирек хăшĕнчен те дипломпа е Хисеп хучĕпе таврăнни çитĕнекен ăрăвăн интересне тата та ỹстерет. Тĕнче шайĕнчи выставкăсене "Эпĕ Палестинăна, Донбаса ỹкеретĕп", "А.А.Кокель тата ХХI" ĕмĕр плэнера явăçни хăйех мĕне тăрать.

Радия Чуварова И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн пуçăннă ĕçе. Ачасене ỹнер ăсталăхне парассине çине тăрса туса пырать. Ỹкерме, тĕссене суйласа илме, кирек хăш япалана та чĕррĕн кăларма хăнăхтарать. Уроксенчи тата киле панă ĕçсене хаклассине мала хурать.

Педагогика ĕçĕнче компьютер технологине алла илни ку чухнехи вĕрентỹ системине пысăк пулăшу панине асра тытать. Çулленхи Кокель плэнерне хутшăнакан паллă ỹнерçĕсен ăсталăхне ăша хывма тăрăшать.

Радия Мансуровна - Раççей геральдисчĕсен союзĕн членĕ.

- Кирек хăш преподавателĕн - Анастасия Носкован, Радия Чуварован, Алина Купкенован - ĕçне те ачасен çитĕнĕвĕпе туллин хаклама пулать. Хăйсен вĕренекенĕсене район, республика, Раççей, тĕнче шайĕнчи конкурссене явăçтарма пултарни савăнтарать. Вĕсенче çĕнсе илнĕ Хисеп грамотисем, дипломсем, тав хучĕсем шутсăрах тăрăшуллă ĕçченсен. Çавăнпа хисепре хăйсем те. Вĕсен занятийĕсене ачасем кăмăлтан çỹреççĕ. Пĕрлех преподавательсем общество пурнăçне те хастар хутшăнаççĕ. Вĕсемпе кирек хăш мероприятие те тытса пуçăнма май пур,- тет Патăрьелĕнчи ачасен ăсталăх шкулĕн директорĕ Алина Антонова. Çавăнпа тивĕçнĕ те ĕнтĕ çамрăксем республика Пуçлăхĕн стипендине.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика