Граждансен пухăвĕсем вĕçленчĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 07.02.2023, 18:58 Просмотров: 495

Патăрьел муниципалитет округĕнчи территори пайĕсенче граждансен пухăвĕсем вĕçленчĕç.

Иртнĕ эрнекун вăл Шăнкăртам тата Турхан территори пайĕсенче иртрĕ. Вĕсен ĕçне Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, муниципалитет округĕн администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертỹçисем, вырăнсенчи организаци, учреждени, тĕрлĕрен харпăрлăх формиллĕ хуçалăх ертỹçисем, муниципалитет округĕн депутачĕсем, обществăлла организацисен представителĕсем, ял-йыш хутшăнчĕç.

Пухусенче муниципалитет округĕн территори пайĕсен начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан М. Валитовпа А. Еремеев 2022 çулхи ĕçсем пирки отчетсем туса пачĕç, малашлăх тĕллевсене палăртрĕç. Тĕплĕнрех хаçатăн çитес номерĕнче.

(Хамăр корр.)

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика