Пĕрлехи информаци кунĕсем иртĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 07.02.2023, 18:58 Просмотров: 491

Республикăра Пĕрлехи информаци кунĕсене кашни уйăхăн виççĕмĕш юнкунĕнче ирттерме тытăнĕç.

Коронавирус сарăлнипе çыхăннă пандемие пула вĕсене юлашки хут 2020 çулхи март уйăхĕнче ирттернĕ. Çитес пĕрлехи информаци кунĕ - февралĕн 15-мĕшĕнче.

Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев пĕлтернĕ тăрăх, информаци кунĕсем çĕнĕлĕхсемпе "таврăнаççĕ". Пĕрремĕш улшăну - кун йĕркинчи пĕрешкел ыйтусене сỹтсе явнисĕр пуçне кашни муниципалитет çивĕч ыйтусене татса парĕ. Вĕсене ЦУР (Республика управленийĕн центрĕ) граждансен ыйтăвĕсем тата çăхавĕсем тăрăх хатĕрленĕ информацире палăртĕç. Иккĕмĕшĕ - информаци кунĕсене анлăн çутатни. Регион ертỹçи палăртнă тăрăх, çак ĕçе блогерсене тата нумай пулмасть ĕçлеме пуçланă ачасен тата çамрăксен медиастудийĕсене явăçтармалла.

Пĕрлехи информаци кунĕсене нумай вăхăт ирттерменнине кура Олег Николаев информкун ушкăнĕн йышне çĕнетме хушнă.

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика