ХАЛЬХИ вăхăтра мошенниксем çеç мар, чикансем те сире ултав серепине çаклатса пысăк тăкак кỹме пултараççĕ. Çакскерсем чăн малтанах тимĕр-тăмăр туянатпăр тесе çынсен шанăçне кĕреççĕ. Хыпăнса ỹкнĕ кил хуçи унта та кунта сапаланса выртакан тимĕре пуçтарнă вăхăтра чеескерсем сирĕн кил-çуртри хаклă тавара е укçа-тенкĕне йăкăртса тухма та пултараççĕ. Çавăнпа та сыхă та тимлĕ пулăр, тимĕр-тăмăра та ун пек çынсене парса ан ярăр!
Март 2023 |