Халăхăн ыр кăмăллăхĕ иксĕлми...

Категория: Публикации Опубликовано: 07.02.2023, 18:55 Просмотров: 498

ЮЛАШКИ вăхăтра Юхмапа Пăла тăрăхĕнчен Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешĕмĕрсем патне çине-çинех гуманитари пулăшăвĕ каять. Уйрăм çынсен, хастарсен, волонтерсен, шкул ачисен тата ыттисен те салтаксене çĕнтерỹпе таврăнма хавхалантарма ыр кăмăллăхĕ иксĕлми. Малашне те çаплах пулĕ. Пĕрлехи вăй, пулăшу, ăнлану паян нихçанхинчен те пĕлтерĕшлĕ.

Хальхи вăхăтра ялсенчи фермер хуçалăхĕсем те çак тĕллевпе салтаксене алă тăсса пулăшма тăрăшнине те ырламалла. Акă, Кзыл Чишмари Илгиз Исхаков тата Илдус Ямалетдинов фермер хуçалăхĕсен ертỹçисем çар операцине хутшăнакансем валли 320 килограмм пăри кĕрпи парса янă. Çĕнĕ Ахпỹртри Александр Казаков вара хăйĕн çемйинчен 30 килограмм техĕмлĕ пыла гуманитари пулăшăвĕпе салтаксем патне çитерме ыйтнă. Инкек-синкеке, хуйхă-суйха пĕрле пайласан пĕчĕкленет теççĕ. Шкул ачисен саламлă ăшă çырăвĕсемпе пĕрлех кашниех çар операцине хутшăнакансене мĕнпе те пулин пулăшни, вĕсене хавхалантарни чун апачĕ вырăнне пултăр, вăй-хăват хуштăр.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика