Ĕненỹпе çăлăнăç çинчен

Категория: Публикации Опубликовано: 03.02.2023, 13:44 Просмотров: 615

 Манăн аннем пит йывăр чирлет. Манăн ăна çăлас килет. Турă ăна çăлтăрччĕ тесе манăн мĕн тумалла-ши?

 - Эпĕ сире леш тĕнчене куçма манахсем епле хатĕрленнине каласа паратăп. Хăйсен чунĕ тухассине сиссен вĕсем пикенсех хатĕрленме тытăнаççĕ:çу сĕртереççĕ, Таинство умĕн хăйсем ĕмĕр тăршшĕнче тунă çылăхсене каласа парса ỹкĕнеççĕ,Туррăн таса Ỹчĕпе Юнне ăша час-часах илеççĕ, пуринпе те килĕшỹ тупаççĕ, каçару ыйтмаллисенчен каçару ыйтаççĕ, мĕнле те пулсан япаласем пур пулсан, вĕсене ыттисене валеçсе параççĕ, хăйсемшĕн кĕл туса пурăнма ыйтаççĕ...

Тĕнче йăли-йĕркипе пурăнакансем вара хăйсем больницăна выртнă чухне çывăх çыннисемпе тăванĕсенчен кăна пулăшу кĕтеççĕ. Ун пек çынсене Турă пирки каласа памалла: таса мар пĕр чун та Туррăн Патшалăхне кĕреймест, çылăхлă пĕр этем ỹкĕнсен те пĕтĕм пĕлĕт савăнса тăрать, ун пек çынна çылăхсене аса илме пулăшмалла, мĕн çамрăкранпах тунă çылăхсене каласа парса вăл ỹкĕнме пултартăр.Çын ỹкĕнме пултарать пулсан, ỹкĕнме кăмăлĕ те пур пулсан, священнике чĕнĕр:вăл унăн çылăхĕсене ыйтса пĕлет, кĕл туса, çу сĕрсе ярать.Священник çапла тунă хыççăн çав çыннăн манса кайнă çылăхĕсем те каçарăнаççĕ, вăл вара Туррăн таса Ỹчĕпе Юнне те ăша илме пултарать. Леш тĕнчене куçма хатĕрленекенĕн пуринпе те килĕшỹ тупмалла, каçару ыйтмалла. Пĕлĕшсем хушшинче ĕненекен çынсем нумаййи кун пек чухне пысăк усă кỹрет. Мĕншĕн тесен унăн чунĕшĕн кĕл тăвакансем нумай пулаççĕ. Вилнĕ хыççăнхи кунсенче кĕл туни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Чиркỹре те, килте те кĕл тумалла. Çавăнпа та ăна Литургире те, панихидăра та асăнтармалла, унăн ячĕпе чухăнсемпе çук çынсене парса пулăшни питĕ вырăнлă. Вилсен хĕрĕхмĕш кунхине чуна суд тăваççĕ. Çавăн хыççăн чун, çĕр çинче тунă ĕçсене кура, е райри, е тамăкри вырăнсенчен пĕрне лекет. Хĕрĕх кун хыççăн та, чун рая кĕнĕ пулсан та уншăн кĕл тусах пурăнмалла, ăна Чиркỹре асăнтарсах тăмалла. Кĕл тумассеренех вăл чуна рая лайăхран та лайăхрах пулса тăрĕ. Тамăкри чун пирки те çакнах каламалла.

Ку тĕнчерен леш тĕнчене куçса кайнă çын хăйшĕн хăй кĕл тума пултараймасть. Вăл тăванĕсемпе çывăх çыннисем кĕл тăвасса питĕ кĕтет. Çак вăрттăнлăха пĕлмен çын пит телейсĕр. Вĕсем чиркỹ кĕллине ним вырăнне те хумаççĕ, шута илмеççĕ, Турра пĕлмеççĕ, вилеççĕ те - вĕсене вара Чиркỹре никам та асăнтармасть. Мĕншĕн тесен вĕсем Чиркĕве çỹремен, унран уйрăлса пурăннă.

Апостолсен йĕрки тăрăх, Иннокентий Иркутский Чиркĕве илсе пынă вилнĕ çыннăн тăванĕсенчен кашнинчен çапла ыйтнă: "Чиркỹ кĕллинче ку çын юлашки хут хăçан пулнă?"-тенĕ. "Çур çул каялла". "Каялла илсе кайăр ăна, эпир ун пеккисене кĕл туса ăсатмастпăр". Чиркỹ Чăн тĕне тытса пурăннă çынсене çеç, вĕсем вилсен, кĕл туса ăсатать. Апостолсен йĕркинче çапла каланă: "Кам та кам тивĕçлĕ сăлтавсăрах Чиркỹ кĕллинче виçĕ эрне хушши пулман, çавă хăйне хăй Чиркỹрен уйăрать. Ун пек çынсен хуçисем - шуйттансем. Чиркỹ кĕллисене çỹременнисем пит асапланаççĕ те тертленеççĕ. Усал сывлăшсем, выçă кашкăрсем пек, хаяр арăслансем пек, кама хыпса çăтмалла-ши тесе юнашарах çăварĕсене карса çỹреççĕ. Чиркỹрен уйрăлса кайнă çын вĕсен çăварне çăмăлах кĕрсе ỹкет. Вĕсем чунсене еплерех асаплантарнине пĕлесчĕ сирĕн! Туррăн юратăвне пĕлмен чун хăйне ăçта чикмеллине пĕлеймест, çăлăнăç шырать. Çапла вăл юмăç-тухатмăшсем патне çỹреме тытăнать. Лешсем "пулăшнă" хыççăн усал сывлăшсем унăн ăшне тата ытларах кĕрсе тулаççĕ. Ун пек çынсем çĕр çинчи ырлăхшăн анчах пурăнма тытăнаççĕ: çиме, çывăрма, çылăхлă кăмăлĕсене тултарса пурăнма пит юратаççĕ. Вĕсем çапла шутлаççĕ: вилнĕ хыççăн çынран нимĕн те тăрса юлмасть, ỹт çĕрет те тăпрана куçать, вара пĕтĕмпех пĕтет... Ун пек çынсене Турă çинчен каласа ăнлантармалла, çăлăнма пулăшмалла. Амвросий (ЮРАСОВ) архимандрит,

("Ĕненỹпе çăлăнăç çинчен" кĕнекерен).

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика