"Эпир мар пулсан, кам?"

Категория: Публикации Опубликовано: 03.02.2023, 13:40 Просмотров: 575

Украинăри ятарлă çар операцийĕ пуçлансанах Сăкăтри Андрей Каруков ытти салтаксемпе пĕрле тăванла халăх интересĕсене хỹтĕлес шутпа контракт алă пуснă.

Çут утăма вăл Тăван çĕршывшăн, ашшĕ-амăшĕн, ачисен, пирĕн лăпкă пурнăçшăн тунă. "Эпир мар пулсан, кам?", - тет ентеш. Вилĕмпе куçа-куçăн пĕр хутчен çеç тĕл пулман, ỹтре снаряд ванчăкĕсене йăтса çỹрет пулин те вăхăтлăха тăван ене канма килнĕ паттăр шухăшĕпе халĕ те унтах. Мирлĕ халăх пурнăçне неонацистсем аркатни чунтан тарăхтарать ăна. Çĕнтерĕве кунран-кун çывхартас ĕмĕтпе пурăнать вăл. Ашшĕпе амăшĕн - Анатолий Михайловичпа Нина Ивановнăн - шанăçне тỹрре кăларатех аслă ывăлĕ.

Килте Алена мăшăрĕпе икĕ ывăлĕ, хĕрĕ кĕтет ăна.

Андрей Анатольевич хăйне сăпайлă, лăпкă тытма пĕлет. Ытлашши сăмах вакламасть. Кăкăрĕ çинче вара Украинăри ятарлă çар операцине хутшăннăшăн панă тата Суворов медалĕсем пур.

Маларах Андрей Каруков Чечняра та пулнă. Харсăр ентешĕмĕр ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе Чăваш Республикин чемпионĕ ята та тивĕçнĕ.

А. КАПИТОНОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика