Çамрăк армеецсем - слетра

Категория: Публикации Опубликовано: 03.02.2023, 13:38 Просмотров: 556

Январĕн 24-мĕшĕнчен Юхмапа Пăла тăрăхĕнче хỹтĕлевпе массăллă, спорт тата патриотла ĕçсен уйăхлăхĕ пуçланчĕ.

Кăçалхи "Хамăрăннисене пĕл" ятпа иртет. Ăна çĕршыв хỹтĕлевçисен кунне, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 78 çул çывхарнине, Телейлĕ ачасен çулталăкне те халалланă. Уйăхлăх вăхăтĕнче çавра сĕтел хушшинчи калаçусем, интеллектуаллă вăйăсем, конкурссем, паттăрлăх урокĕсем, концертсем, акцисем, çар ветеранĕсемпе тĕлпулусем... йĕркелеме палăртнă. Январĕн 31-мĕшĕнче вара ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕпе "Паттăр" ФСКра вырăнти "ЮНАРМИЯ" обществăлла юхăмăн слечĕ иртрĕ. Кăçалхипе ăна улттăмĕш хут йĕркелерĕç.

Слета хутшăнакансене Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Патăрьел тата Шăмăршă муниципалитет округĕсен çар комиссарĕ Евгений Семенов, муниципалитет округĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ Ирина Рубцова, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти кадет класĕн кураторĕ Владимир Паймуллин, ятарлă çар операцие хутшăнакан Андрей Каруков, "ЮНАРМИЯ" обществăлла юхăмăн вырăнти штабăн начальникĕ Виктор Антипов саламларĕç.

Рудольф Васильевич хăйĕн сăмахĕнче Раççейри шкул ачисен юхăмĕн пĕр енĕ вăл çитĕнекен ăрăва çарпа патриотла воспитани парасси, çамрăксене Тăван çĕршыва юратма, ăна хỹтĕлеме хатĕр пулма хăнăхтарасси, унăн историне, интересĕсене мала хума вĕрентесси, аслисем патне хисеп çуратасси, культура тата кăмăл-сипет йăли-йĕркине тытса пыма явăçтарасси пулнине каларĕ. Слета хутшăнакансене палăксене тирпейлĕ тытса тăрас, волонтер ĕçне хастар явăçма кирлине палăртрĕ. "Хăюллă, хастар, аçăрсемпе аслаçăрсен паттăрлăхне малалла тăсма тивĕçлĕ пулăр",- терĕ.

Малалла тĕрлĕ енлĕ ăмăртусем пулчĕç. Ăмăртакан ачасен пултарулăхне квалификациллĕ те ăста вĕрентекенсем хакларĕç. Пĕрремĕш вырăна Хирти Пикшикри (ертỹçи В.Антипов), иккĕмĕшпе виççĕмĕшне Патăрьелĕнчи пĕрремĕш (Ю.Васюткин), Первомайскинчи (В.Матюшкин) вăтам шкулсен командисем йышăнчĕç.Çĕнтерỹçĕсемпе призерсем дипломсемпе парнесене тивĕçрĕç.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика