Граждансене хăйсен ыйтăвĕпе йышăннă

Категория: Публикации Опубликовано: 03.02.2023, 13:37 Просмотров: 663

Январĕн 30-мĕшĕнче Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов граждансене хăйсен ыйтăвĕпе йышăннă.

Ялта пурăнакансем пурăнмалли çурт-йĕрпе, шкул юсавĕпе тата ыттипе çыхăннă ыйтусене хускатнă, тивĕçлĕ хурав илнĕ. Акă, Çĕнĕ Ахпỹртри пĕр хĕрарăм ялти шкула юсас пирки калаçу пуçарнă. Кун пирки Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕ çапла пĕлтернĕ: хальхи вăхăтра Çĕнĕ Ахпỹртри ача садне реконструкцилесе кĕçĕн класра вĕренекенсен шкулĕ-ача сачĕ тумалли проектпа смета документацине хатĕрленĕ. Вĕренỹ учрежденийĕнчех спорт зал та пулмалла. Проект документацийĕ патшалăх экспертизине тухнă.

Йышăнура Çĕньялтан килнĕ хĕрарăм вара Раççей Федерацийĕн "Раççей Федерацийĕн гражданинне юрăхлă тата хăтлă пурăнмалли кĕтеспе тата коммуналлă çăмăллăхсемпе тивĕçтересси" патшалăх программипе килĕшỹллĕн пĕтĕмĕшле йĕркепе черетре тăраканăн ыйтăвне мĕнле тивĕçтерме пултарни пирки кăсăкланнă.

Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ йышăнăва килнисемпе тĕл пулнă май муниципалитет округĕн администрацийĕшĕн граждансене пăшăрхантаракан ыйтусем яланах тĕп вырăнта пулнине палăртнă.

(Хамăр корр.)

Архив материалов

Март 2023
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика