Хĕлĕн юлашки уйăхĕ юбилейсемпе пуян

Категория: Публикации Опубликовано: 03.02.2023, 13:31 Просмотров: 628

ХĔЛĔН юлашки уйăхĕ ыттисенчен кĕске пулин те çемье уявĕсемпе пуян. Февральте Красномайскинчи Виталийпе Валентина Кадушкинсем, Кзыл Чишмари Халилпе Минзия Сафинсем, Тутар Сăкăтĕнчи Шайдуллапа Гельбену Козловсем тата Нургалипе Зейтуна Валеевсем, Шăнкăртамри Шакирзянпа Хазиня Пукачевсем тата Минтагирпа Гельфия Мясогутовсем ылтăн туйне паллă тăваççĕ. Хисеплĕ мăшăрсем çур ĕмĕр пĕрле килĕштерсе пурăнаççĕ. Çак уйăхрах Шăнкăртамри Микадирпа Алия Сулеймановсемпе Минрасыхпа Зулхабиря Айзатулловсем, Хирти Пикшикри Небиуллапа Гельзиан Кисеевсем, Кĕçĕн Арапуçĕнчи Петрпа Мария Гусаровсем, Аслă Чементи Валерийпе Лидия Бахмисовсем изумруд (55 çул пĕрле), Козловкăри Михаилпа Зинаида Наташкинсем вара бриллиант (60 çул пĕрле) туйĕсен ячĕпе çывăх тăванĕсене кĕрекене пуçтарĕç. Хисеплĕ ĕç ветеранĕсем кашниех пурнăçăн анлă та вăрăм çулне чыс-хисеппе утса тухнă, çитĕнекен ăрушăн ырă та пархатарлă тĕслĕх.

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика