Ялти "Госдума"

Категория: Публикации Опубликовано: 02.02.2023, 14:36 Просмотров: 555

Михаил, тахçантанпах тăван ялта пулманскер, ачалăха аса илсе хирсем-вăрмансем тăрăх çỹрерĕ, Энĕш хĕррине çитсе курчĕ. Çăтмахлăх, чуна савăнтаракан илемлĕх таврара! Пурăн та пурăн кунта киленсе!

Анчах пĕр пĕчĕк шурлăхра кĕпер ишĕлсе выртни килĕшмерĕ ăна. Çыннисем каçса-утса çỹреççĕ пулас-ха унпа, тỹрлетме вара шутламаççĕ курăнать. Ĕлĕк вĕт пĕтĕм ĕçе кар! тăрса пĕрле тунă, халĕ те темиçен пухăнса йĕркене кĕртме пулать ку вырăна.

Çак шухăшпа киле таврăннăскер, тăван аппăшĕ патне пычĕ.

- Ялта арçынсем мĕн ĕç тăваççĕ, пушăраххисем пур-ши? - ыйтрĕ вăл.

- Кашни хăй тĕллĕн çỹрет... Сахал юлнă ялта вĕсем, сан пекех тухса кайса пĕтнĕ. Пур, ав, темиçе арçын, ирсерен лавккаран инçех мар сулхăнра лараççĕ. Пĕрмай тем канашлаççĕ, "Госдума" ят панă вăл ушкăна.

Тепĕр ирхине Михаил кĕсйине шурă эрех чикрĕ те "Госдума" "депутачĕсемпе" тĕл пулма васкарĕ. Лешсем хапăлласах кĕтсе илчĕç ăна. Ачалăха, çывăх çынсене аса илнĕ хыççăн хăна сăмаха ĕç çине куçарма пăхрĕ.

"Çавăнта, йăлăмра, кĕпер йăтăнса аннă", - каларĕ вăл.

Пĕри-иккĕшĕ ăна тăнланă пек турĕç те çавăнтах ыттисен калаçăвне малалла тăсрĕç. Михаил, чăрмантарас мар-ха тесе, вĕсене итлесе ларчĕ. Лешсем хĕрсе кайсах Украина конфликтне сỹтсе яврĕç...

Кашни ир Михаил "Госдумăра" "канашларĕ". Таçта та çитсе килчĕç вĕсем: Америкăра та пулчĕç, Мускава та кайса курчĕç, анчах йăлăма анаймарĕç.

Михаил "Госдума" çине алă сулчĕ те пуртă-пăчкă илсе йăлăма çул тытрĕ. "Госдума" умĕнчен иртсе каймалла пулчĕ тата.

- Эсĕ ăçта таплаттаратăн? - тĕлĕнсе ыйтрĕç лешсем. - Кĕпере кайса юсас-ха... Пулас çук сирĕн пулăшăва кĕтсе илсе...

- Пулăшу пулать! - харăссăн евитлерĕç "депутатсем".

- Йышăну пулман вĕт-ха! Госдумăра вара, хăв пĕлетĕн, мĕн тăвассине хăвăрт палăртмаççĕ, темиçе хутчен пăхса тухаççĕ. Кĕт! Михаил кĕтес темерĕ. Темиçе кун хушшинче пĕчченех хитре кĕпер туса лартрĕ.

"Госдума" канашларĕ...

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика