Профориентаци ĕçне мала хураççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 02.02.2023, 14:32 Просмотров: 531

- Раççейре Педагог тата наставник, Чăваш Енре Телейлĕ ачалăх çулталăкĕ тесе палăртнине ырласа йышăнтăм. Пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă вĕсем. Ачасен çитĕнĕвĕ пултăр тесен педагогсен çине тăрсах ĕçлеме тивет. Çакна тĕпе хума тăрăшатпăр та эпир,- тет калаçăва пуçарса Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулăн директорĕ Л. Лялина (сăн ỹкерчĕкре). Малалла Людмила Васильевна халиччен тунă ĕçсемпе тата умри тĕллевсемпе паллаштарчĕ.

416 ача пĕлỹ пухать шкулта. Вĕсем 8 ялтан çỹреççĕ. Çитĕнекен ăрăва шкула 3 автобус илсе çỹрет. Техника çĕнĕ. Пĕрне иртнĕ çул çеç панă.

Вĕрентỹ процесне илсе пымашкăн, ĕçе çĕнĕ стандартпа килĕшỹллĕн йĕркелемешкĕн условисем çителĕклĕ. Кабинетсенчи компьютерсене çĕнетнĕ. 5 çул каялла уçнă агрокласс хăйĕн "çимĕçне" пама пуçланă. Унта пĕлỹ пухакансем республика шайĕнчи конкурссене хутшăнаççĕ. Аграри университечĕн сертификатне çĕнсе илнисене унти аслă шкула вĕренме кĕрес тесессĕн 10 бал хушса параççĕ, ятарлă стипендипе тивĕçтереççĕ. О.Цыгановпа М.Краснова çак çăмăллăхпа усă курчĕç. Тест ыйтăвĕсене тĕрĕс хуравсем парса пысăк бал пуçтарнăшăн В.Трифонова, Д.Метин, Л.Хитрова, Е.Егоров, К.Мишина вĕренекенсем те стипендие тивĕçрĕç.

Педагогика коллективĕ профориентаци ĕçне мала хурса пыма тăрăшать. Ачасене пурнăç çулĕ çине тухиччен хăйсене кăмăла каякан професси суйласа илме хăнăхтарать. Шкулта вĕреннĕ вăхăтрах аслă шкулсене тухса çỹрени те кăмăллă. Интерактивлă панель, цифрлă лаборатори пур. 2020 çулта "Точка ростăн" икĕ кабинетне уçнă. IТ класс йĕркеленĕ. Унта 21 ача çырăннă. Спорта аталантарма ятарлă площадка тунă.

Тăрăшуллă ĕç, çĕнĕлĕхсем тĕрлĕ проекта хутшăнма май параççĕ. "Код будущего", "Успех каждого ребенка", "Билет в будущее", "Футбол в школе", "Школьный театр" проектсене тата ыттисене явăçни кăмăллă.

2020 çулта коллектив "Оценка по модели РISА" конкурса хутшăнса видеоролик туса янăччĕ. Пысăк кăтартусемшĕн резильентлă шкул ята тивĕçнĕччĕ. Раççей шайĕнче çакнашкал чыса çĕнсе илни педагогсене тата хавхалантарнă, ĕçри тăрăшулăха ỹстерме хавал панă. Йышра 32 вĕрентекен. Вĕсенчен 13-шĕ аслă, 16-шĕ пĕрремĕш категориллĕ. Л.Лялина - педагогика наукисен кандидачĕ.

Кадрсем ăста пулнипе кăмăллă Людмила Васильевна. Коллектива çамрăксене явăçтарассипе тимлет. Вĕсене ăста педагогсем çумне çирĕплетет. Акă акăлчан чĕлхипе вĕрентекен Г.Шаймина А.Шадаевăна, кĕçĕн классене пĕлỹ паракан О.Петрова Л.Узбековăна, Е.Николаева Е.Макаровăна, математикăпа пĕлỹ паракан Л.Курманаева З.Забировăпа Р.Пешковăна професси ăсталăхне пухма хăнăхтараççĕ. Ытти сахалрах ĕç стажĕллĕ вĕрентекенсене те чылайранпа вăй хураканнисен çумне пĕр-пĕрне пулăшса пыма, кирлĕ сĕнỹ илме çирĕплетнĕ. Ку енĕпе коллективран тĕслĕх илмелĕх пур. Ахальтен мар январĕн 19-мĕшĕнче шкула ытти пĕлỹ паракан учрежденисен директорĕсен вĕрентỹпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕсем наставник ĕçне тĕллевлĕ тытса пыма пĕлекенсен ĕç опытне вĕренме пуçтарăнчĕç.

 Педагогсен ĕçне унăн вĕренекенĕсем конкурссене, олимпиадăсене хутшăнса призлă вырăнсене çĕнсе илнипе те хаклама пăхаççĕ. Ку енĕпе аслă категориллĕ В.Васюткина вырăс чĕлхипе тата литературипе, Е.Баюсова математикăпа тата информатикăпа тата ыттисем хăйсен предмечĕсемпе вĕренекенсене тупăшусене хатĕрлесе шкул чысне çĕклеççĕ.

О.Петрова вĕрентекен шкул театрне йĕркелесе янă. Унта çỹрекенсем республикăри "Туслăх кăвайчĕ" конкурсра пĕрремĕш вырăна тивĕçнĕччĕ.

Шкул музейне федераци реестрне кĕртни те сумлă.

 Вĕренỹ учрежденийĕнче "Пирĕн сас" хаçат тухса тăрать. Вăл регионсем хушшинчи "Школа-пресс-2022" конкурсра "Чи лайăх верстка тата дизайн" номинацире çĕнтернĕ. Ертỹçи - М.Иванова. Чăваш чĕлхипе, литературипе тата тăван ен культурипе республикăри вĕрентỹ институчĕ ирттернĕ олимпиадăра А.Логуновăпа М.Иванова вĕренекенсем призерсем пулнă. К.Васильева "Чĕрĕ классика" конкурсра çĕнтернĕ.

Шкулта 27 кружок ĕçлет. Ачасен обществăлла юхăмĕсем ("Юнармия" çарпа патриотла уйрăм, "Добротворцы" волонтерсен отрячĕ, шкул ачисен Раççейри юхăмĕ...) кăтартуллă.

Коллектив çитĕнĕвĕнче пурин тỹпи те пур. Л.Еслюкова библиотекарь ачасене конкурссене явăçма кирлĕ литература тупса пама тăрăшать.

 Çамрăксене ĕçе явăçтарассипе те тимлеççĕ. Р.Тазетдинова вĕрентекенĕн бакалавриат дипломĕ пур. Пĕлĕвне куçăмсăр майпа малалла тăсать пулин те уроксене кĕрет. Шкултан вĕренсе тухса кайнисем алла диплом илсе каялла таврăнни те кăмăллă.

Кашни ачанах шкул саккинченех малашлăхра кам пуласси интереслентерет. Пурнăç çулĕ çине тăрас ыйтăвне вĕрентỹ учрежденийĕнчех татса панинчен ырри çуках. Çакна тĕпе хураççĕ те коллективра.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Март 2023
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика