2022 ÇУЛТА Юхмапа Пăла тăрăхĕнче шута илнĕ пушарсенчен иккĕшĕ çул çитмен ачасем шăрпăкпа ашкăннипе сиксе тухнă. Виçĕмçул ун пек тĕслĕх пулман. Апат пĕçернĕ е ытти сăлтавпа усă куракан хатĕр тетте мар, çавăнпа та ăна шăпăрлансен куçĕ умне хумалла мар. Ачасене унпа ашкăнни мĕн патне илсе пыма пултарнине те çирĕп асăрхаттармалла.
Март 2023 |