ПАТĂРЬЕЛ муниципалитет округĕнчи территори пайĕсене илес пулсан 2022 çул демографи лару-тăрăвĕпе савăнмаллах мар темелле. Район центрĕнче пурăнакансемшĕн вара истори страницине çырăнса юлнă çулталăк ырă пулăмпа палăрнă. Пĕлтĕр Патăрьел территори пайĕнче 56 пепке кун çути курнă, 50 çын вилнĕ. Çемье çавăракансем те ытларах пулнă: ЗАГС пайĕнче 19 çамрăка мăшăрланнă ятпа саламланă, шел пулин те 17-ĕшĕ уйрăлнă.
Март 2023 |